Вăрçăн йывăр çулĕсем
Атаманова (Порфирьева) Валентина Максимовна 1927-мĕш çулта Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ – Порфирьев Максим Порфирьевич – колхоза чи малтан кĕнĕ, председатель пулнă. 1939-мĕш çулта Финляндинче пулса иртнĕ вăрçă хыççăн вĕсен çемйине вербовкăпа Финляндирен туртса илнĕ çĕр çине куçарса янă. Пĕр çулталăк аванах пурăннă вĕсем унта: выльăх-чĕрлĕх усранă, çурчĕ те пулнă.
1941-мĕш çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ… Яланхи пекех пуçланнă çак ир. Валентина Максимовнăн амăшĕ çав ир улма нимĕрĕ пĕçернĕ, сĕтел çине лартнă. Кашăксем хурса тухнă çеç, урамра хăрушшăн кĕрслетсе бомба çурăлнă, чÿрече кантăкĕсем чăл-пар çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Хăраса кайнăскерсем нимĕн те илмесĕр урама чупса тухнă. Тепĕр вырсарни кун, çĕртмен 29-мĕшĕнче, вĕсен килĕнче уяв пулмалла пулнă: пички-пичкипе сăра, апат-çимĕç хатĕрлесе хунă пулнă. Ашшĕ хăма татăкĕ çине: «Ĕçĕр-çийĕр, совет салтакĕсем, нимĕн те наркăмăшламан», - тесе çырса хăварнă. Ĕнипе пăрушне вăрмана хăваласа янă. Часах ачасене ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм машинăсем çине лартса илсе кайнă. Тăванĕсенчен уйрăлнă чухне мĕнле хурланнă, макăрса кăшкăрнă пулĕ – никам та ăнланас çук. Никам та нимĕн те пĕлмен – курайĕç-и вĕсем пĕр-пĕрне, чĕрĕ юлайĕç-и… Çапла ачасем çула маларах тухнă. Фашист самолечĕсем пуç тăрринченех усаллăн уласа иртсе кайнă, каяс çула, кĕперсене сирпĕтнĕ. Çапах та чăтнă пĕчĕкскерсем. Кĕçех вĕсем мина шăтăкĕсем патне çитеççĕ ( минисене хыçалтан хурса пынă), вĕсем патĕнчен кукăр-макăр çулпа, çав шăтăксене лекес мар тесе, иртсе пынă. Анчах та машинăн пĕр урапи пĕр шăтăкне анса ларать. Хыçалтан мина хурса пыракан паттăр совет салтакĕсем вăрман касса вĕсене çул туса панă, хăйсем вара сирпĕнсе вилнĕ. Питĕ вăйлă ĕçлетчĕç çав салтаксем, паянхи кун аса илетĕп вĕсене. Пире хăтарас тесе хăйсен пурнăçĕсем татăлчĕç», - тет вĕри куççульне шăлса Валентина Максимовна. Балтика тинĕсĕ патне çитсен вĕсене пăрахутпа, баржăсемпе тепĕр енне куçарнă. Кайран вара ачасене пĕр ялти клуба антарнă, темиçе эрне унта усранă. Çавăнтах вĕсен ашшĕ-амăшне илсе пыраççĕ. Аслисем те, кĕçĕннисем те выçăпа начарланса кайнă, çири тум-тирĕсем те çĕтĕлсе пĕтнĕ. Финляндирен тăруках илсе кайнипе хăшĕ-пĕри пушмак та тăхăнса ĕлкĕреймен, шăнса хытнă. Анчах та пурте пĕр-пĕрне тĕл пулсан калама çук савăннă. Унтан вĕсене каллех уйăрса яраççĕ, Атăл тăрăх Шупашкара илсе çитереççĕ, анчах та чăваш ачисене кунта антарса хăварма килĕшмеççĕ, Уралах илсе каясшăн пулаççĕ. Валентина Максимовнăн аппăшĕ, Екатерина Максимовна, йăмăкĕсене, шăллĕне пуçтарать те тăван ялне çул тытать.Кунта вĕсем ашшĕн аппăшĕ патне пырса кĕреççĕ. «Ах, ачамсем, мĕнле пурăнăр-ши ĕнтĕ халь, аçу-аннÿ ăçта-ши?» - тенĕ вăл ултă пĕр тăвана ыталаса, йĕре-йĕре.Часах ашшĕ-амăшĕ те тĕрĕс-тĕкелех яла çитеççĕ.
Пĕрле нумаях пурăнайман вĕсем, кĕçех çирĕм виçĕ çула çитнĕ аппăшне Шупашкара çар хатĕрĕсем туса кăларнă завода ĕçлеме яраççĕ.
1942-мĕш çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче ашшĕне – Порфирьев Максим Порфирьевича вăрçа илсе кайнă.Фронта каиччен вăл вун тăватă çулти Вальăна ыталаса çĕклет те: «Пĕтĕм йывăрлăх сан çине тиенĕ, аннÿ чирлĕ – хăвах куратăн.Чăт мĕнле те пулин. Эпĕ те чĕрĕ юлăп, те вăрçă хирĕнчех пуç хурăп…» - тенĕ.
Чăн та, пĕтĕм йывăр ĕç вун тăватă çулти хĕр ача çинче пулнă.Чи кĕçĕн йăмăкĕ ун чухне çулталăк çурăра çеç пулнă-ха. Кунĕпех колхозра тар тăкнă:алăпа тырă вырнă, алăпах çапнă, наçилккепе чул йăтса çул хунă. Тăхăршар, вуншар каç килне килмесĕр хирте ĕçленĕ. Хĕлле те, çулла та вăрмана йывăç касма çÿренĕ. «Пĕрре вăрман касма çуркунне кайнăччĕ. Каялла таврăннă чухне питĕ вăйлă шыв юхатчĕ, икĕ çĕртен пилĕк таран шыв урлă чăлха хывса каçрăмăр», - аса илет Валентина Максимовна.
Вăрçă вăхăтĕнче колхоз тырă паман, мĕн çимеллине те пĕлмен. Пиçенрен, мăянран шÿрпе пĕçернĕ, шăннă улма пуçтарса крахмал пашалăвĕ туса çинĕ.Тăвар, краççын пулман, хăйă çутса тăрса апат çинĕ. Кăмака хутса яма вутă кăна мар, улăм та пулман, çуртсенче сивĕ пулнă.
«Пурте – фронтшăн!» лозунг ялта ĕçлекенсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хаяр вăрçă хирне чăлха-алсиш, сĕт-çу, çăмарта, тырă, какай ăсатнă. Ял çынни çак ĕçсене питĕ хастаррăн хутшăннă, мĕншĕн тесессĕн кашни килтен тенĕ пекех кам та пулин вăрçа кайнă пулнă.
Фронтрисем яла çыру çырсах тăнă пулнă. «Ку çырăва окопра, чĕркуççи çине хурса çыратăп; эпир малалла каятпăр, Берлин патне çывхарсах пыратпăр тесе çыратчĕ атте», - каласа парать Валентина Максимовна. Анчах ашшĕ нумай пурăнайман – 1942-мĕш çулхи акан 11-мĕшĕнчех пуçне хунă. Çапах та пуçне усман Порфирьевсем, ирĕн-каçăн пĕр канми ĕçленĕ. Амăшĕ: «Пĕр кăмака çăкăр пĕçерсе сире пурне те пĕрре те пулин тăрантасчĕ, вара çĕре кĕме те юрать», - тенĕ.
Валентина Максимовна хăйĕн ĕçченлĕхĕшĕн, патриотизмĕшĕн тĕрлĕ медальсем илме тивĕç пулнă : «За доблестный труд в Великой Отечественной Войне 1941 – 1945гг», «50 лет победы в Великой Отечественной Войне», «Медаль материнства», «Ветеран труда», «60 лет победы в Великой Отечественной Войне» тата ыт.те.
«Хальхи çамрăксем пурнăç йывăр тенине ăнланмастăп, - тет Валентина Максимовна, - вăрçă вăхăтĕнче пирĕн нимĕн те пулман-çке, пурпĕр чăтнă».
Çамрăк ăрăва хăй пурнăçĕнче темĕн те курнă ялти хисеплĕ хĕрарăм Тăван çĕр-шыва, ĕçе юратма, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те парăнса тăмасăр малалла утма хистет.