Шăши.

 

Пурăннă тет пĕр шăши.

Нимĕн шутламан, ма-ши?-

Килĕнче кушак пулман,

Мĕншĕн лайăх пурăнмăн?

Кĕлетре тырă нумай,

Хырăм та тулли-ай-ай!

Выçлăх çинчен шутламан,

Ним нуши те вăл курман.

Выç шăшисенчен кулса,

Яланах лĕх-лĕх туса,

Хăй мăнтăррине курса

Пурăннă вăл савăнса.

Пĕр хĕвеллĕ кун шăши

(Нуша мĕнне курнă-ши?)

Кĕрсе ларнă шăтăкне-

Пытараймасть куççульне:

-Ай-уй, мĕн тăвас халь ман,

Илчĕ хуçа пасартан

Хулăн саслă шур кушак!

Камран пулăшу ыйтас?

Шăши хуйха чăтаймасть,

Кÿрши патне çул тытать:

-Тусăм, тусăм, хăтар-ха,

Ăнлансамччĕ ман хуйха…

-Эп итлемĕп те сана,

Ĕçлемерĕн вĕт çулла.

Кулса лартăн пирĕнтен!

Нимĕн те тумарăн.Тен,

Наянлăху çухалсан,

Ĕç мĕнлине эс курсан

Туслашатăп пуль санпа,

Анчах халĕ кай кунтан!

Кулса лар вар хытиччен,

Ĕçлеме вĕрениччен!

Мăнтăр шăши пек çынсем

Тĕл пулаççĕ пурнăçра.

Çапла мар-и, тантăшсем?

Ĕçлеттерĕр пуçăра.

Ĕçлемешкĕн ÿркенсен

Кайран хăвах ÿкĕнен.

 

 

 

 

 

Тăван енĕм.

 

Елчĕк ен-тăван ен,

Юрататăп эп сана.

Уйсем-хирсем,вăрмансем,

Савăнтарчĕç чунăма.

 

Мускавра, Петербургра-

Кирек ăçта пулсан та,

Тăван ен манăн умра-

Асран каймасть нихçан та.

 

Вăрманта – шăпчăк сасси,

Уй-хирте – чечек илемĕ.

Мĕне тăрать пурнасси –

Çăтмахри пек илемлĕ.

 

Çĕр-анне кунта пуян,

Кашни çул савăнтарать.

Кĕркунне тыр пучаххи

Йывăрпала усăнать.

 

Ял çыннисем пит ĕçчен,

Иртен пуçласа каçчен

Хирте ялан тар тăкаççĕ,

Малта пыма тăрăшаççĕ.

 

Тăван кĕтес, тăван ен…

Çак сăмахсене илтсен,

Манăн чунăм çемçелет,

Савăнăç шевли çиçет.

 

 

Аннеçĕм.

 

Анне! Мĕнле-ха тав тăвас

Сан ырлăхушăн, юратушăн…

Саншăн епле ыр ĕç тăвас

Эс маншăн хурланса çуннишĕн.

 

Пĕчĕкренех эсĕ мана

Юратрăн, вĕрентсе ÿстертĕн.

Ĕçе вĕрентĕм санпала

Эсех мана ăса вĕрентрĕн.

 

Миçе каç çывăрмасăр лартăн

Эс манăн вырăн патĕнче.

Хăвна пĕрре те шеллемерĕн

Мана йывăр пулнă чухне.

 

Аннеçĕм! Халь те ачусемшĕн

Эс пĕтĕм чĕрÿпе çунан.

Тавах сана ыр сăмахсемшĕн,

Санăн чуну ырпа пуян.

 

Аннеçĕм, каçару ыйтатпăр

Эпир сана кÿрентернишĕн.

Çĕре çитиех пуç таятпăр

Ялан пирĕншĕн хыпăннишĕн.

 

 

 

 

Паттăрсене.

 

Пурнатчĕ халăх Тăван çĕр-шывра

Ĕçлетчĕ, тăрăшатчĕ, юрлатчĕ те кулатчĕ.

Кашнийĕн хăй телейĕччĕ ун чух,

Кун çулĕнче кашни çын савăнатчĕ.

 

Анчах та пулнă-мĕн усал çынсем те

Çитмен-çке вĕсене пуянлăх тата чап.

Кунта вĕсем хаяррăн пырса кĕнĕ,

Усал фашист каланă: «Çап! Аркат!»

 

Çапах Совет çынни те парăнман,

Кашни арçын, кашни çамрăк ача

Хăй пурнăçне те хăрамасăр татасран

Вăрçă хирне васканă çапăçма.

 

Аппăшĕпе йăмăкĕ, арăмĕпе амăшĕ…

Кашни çын шăлнă йÿçĕ куççульне.

Тен, юлашки хут курнă пиччĕшĕ

Юратнă йăмăкне, амăш – ывăлне.

 

Çапла,нумай çын вăрçăра пуç хунă,

Çапах та парăнман, çĕр-шыв-аннемĕре

Юлашки юн тумламĕ тухиччен

Сыхланă – ирĕклĕхшĕн çапăçнă!

 

Халь пурнакан ветерансем, пуç хунисем,

Тылра тăрăшнисем кунĕн те çĕрĕн,

Партизансем те çамрăк ачасем –

Вĕсем паттăр ятне пурте илнĕ.

 

Паян та, мирлĕ вăхăтра,

Çав çынсене нихçан та манас марччĕ!

Паттăрсене чун-чĕререн хисеплесе

Тăван çĕре вĕсем пек юратасчĕ!

 

                 


 

Çуркунне.

 

Иртсе кайрĕç хĕллехи сив кунсем,

Таçта тарчĕ усал çил-тăман.

Тÿпери сар хĕвел шевлисем –

Чи хаяр сив хĕл кунĕн тăшманĕ.

 

Шыв тумламĕ юрлать юррине,

Вăл каять юхан шыв патнелле.

Шăнкăрчсем те килеç ку енне,

Савăнаççĕ çапса çунатне.

 

Уй-хирте, вăрманта, çырмара,

Хĕвел тивнĕ кашни вырăнта

Çеçпĕл чечекĕ хитрен курăнать,

Савăнтарать вăл ялан куçăма.

 

Хире тухрĕ ĕçчен ял çынни –

Илтĕнет таçтанах ĕç сасси.

Паян çын тăрăшса ĕçлени –

Кĕркунне те аван пурнасси.

 

Çуркунне таврара чĕрĕлеççĕ

Чĕрчунсем, йывăçсем, чечексем.

Çын чĕри те ялан хĕпĕртет

Савăк вăхăт çывхармассерен.

 

 

 

                                                                 
 

Хуйхă.

                                                                                (калав)

 

Федя – саккăрмĕш класра вĕренекен ача. Лайăх вĕренет вăл. Урока хатĕрленменни нихăçан та пулман унăн. Федя конкурссене те тăтăшах хутшăнать. Учительсене те унăн тăрăшулăхĕ килĕшет. Класра ачасем хисеплеççĕ ăна. Апла пулин те Федя нихăçан та тус-тантăшĕсем умĕнче хăйне мăнкăмăллă тыткаламасть. «Çамрăксемпе çамрăкла, ватăсемпе ватăлла», - теççĕ ун пирки ялта.

Федя кашни ĕçех хăй тĕллĕн тăвать.Пилĕк çултах тăван амăшĕсĕр юлнă вăл. Çав кунхине пĕчĕкскер пĕрремĕш хут нимĕнле хуйхă умĕнче те куççуль кăларман ашшĕ йĕнине курчĕ. Ара, пĕрлешсен ултă çул çеç пĕрле пурăнса курчĕç ашшĕпе амăшĕ. Çапах та çур сăмахранах ăнланатчĕç пĕр-пĕрне вĕсем.

Хуйхăн тарăн суранĕсем сипленсе çитсен Петр, Федьăн ашшĕ, кил-çуртра хĕрарăм алли çитменнине ăнланчĕ. Ача ашшĕн апат та пĕçермеллеччĕ, кил-çуртра та пуçтармаллаччĕ, çав вăхăтрах арçын ĕçне те тумаллаччĕ. Тепре авланчĕ вăл. Наташа ятлă Федьăн «çĕнĕ амăшĕ». Вăл тăван мар ывăлне нихăçан та выçă çÿретмест, япалисем те ялан таса ачан.

Темиçе çул пĕрле пурăннă хыççăн Федя Наташăн пурнăçĕнче темĕнле хуйхă пулса иртнине ăнланчĕ. Наташа саккăрмĕш класс ачи çине пăхса ассăн сывласа илет. Çине-çинех вăл хăйĕн шухăшĕсемпе пĕрле таçта çÿрет. Федьăн ырă чунлă хĕрарăм мĕншĕн хуйхăрнине пĕлес килет, çемçе ăшă сăмах каласа та пулин йăпатас килет. Çамрăк чун-чĕре пурне те сисет çав. Федя Наташăн суранне тÿрлетме май пуррине ăнланать.

Пĕррехинче çапла, яланхи пекех, вырсарникун тăхăр сехетре Федя тăчĕ, тумланчĕ, вырăнне пуçтарчĕ, çăвăнчĕ те тăван мар амăшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕ. Наташа Федьăран вĕренÿ çинчен ыйтса пĕлчĕ:

-     Федя, ку эрне мĕнле иртсе кайрĕ? Аванах-и?

-     Йĕркеллех, Наташа аппа, - хуравларĕ Федя.(Вăл Наташăна ниепле те «анне»                                 

         тесе чĕнеймесчĕ-ха.) Урăх калаçмарĕç вĕсем: ача яшкине çирĕ, Наташа та ним калама              

         пĕлмерĕ, Федьăна чей ярса пачĕ.                                                                                                       

                     -    Наташа аппа… - тинех сăмах хушрĕ Федя.

-     Калаç, Федя.

-     Наташа аппа… Ан çилленĕр, тархасшăн… Анчах та … Эпĕ, мĕн…

-     Мĕн пулчĕ? Кала, эпĕ çилленмĕп.

-     Эсир ялан, темĕнле, эсир ялан тунсăхлă çÿретĕр, - тинех уçăлса кайрĕ ачан чĕлхи, - мĕн пулнă срĕн пурнăçăрта? Мана çак ыйту канăç памасть. Каçарăр, тархасшăн, эп ытлашши нумай пĕлесшĕн пулсан…

- Федя, эсĕ мана хисепленине эпĕ тахçанах сиснĕ, манăн хуйха та эсех туйса илнĕ иккен. Уçса парăп эпĕ сана хама тахçанах çиекен вăрттăнлăха. Эпĕ санăн аçуна та, сана та, никама та хамăн пурнăç çинчен каласа паман. Аса илсен чуна хурлăх туйăмĕ пусса илет. Эсĕ халĕ пĕчĕк ача мар ĕнтĕ, мана ăнланатăн тесе шутлатăп. Санăн аçупа, Петрпа паллашиччен манăн çемье пурччĕ. Санпа пĕр çулти ывăл та кашни кун савăнтаратчĕ. Вăл та Федя ятлăччĕ, сан пекех лайăх вĕренетчĕ… - Наташăн куçĕнчен йăлтăркка тумлам юхса анчĕ, - … анчах та… Эпĕ ун чухне хамăн анне патне яла кайнăччĕ. Киле килмелле чухне эпĕ Федьăпа ашшĕне хама машинăпа пырса илме ыйтрăм… Çанталăк тăманлăччĕ, çул пăрлăччĕ. Машина пысăк КАМазпа çапăннă… Манăн икĕ çывăх çын хам пиркиех пурнăçĕсене татрĕç,- Наташа ĕсĕклесе йĕмех тытăнчĕ. Федьăн та куçĕ шывланчĕ:

- Ăнлантăм эпĕ веçех, аннеçĕм, - пĕрремĕш хут Федя Наташăна çакăн пек ăшшăн «аннеçĕм» терĕ.

Тинех вĕсен чунĕсем пĕр-пĕрне туллин ăнланма тытăнчĕç…

                                                              ***

         Кашни çын пĕр-пĕрне ăнлансан, чĕри тĕпĕнчи хуйхине туйсан кашнин пурнăçĕ çăмăлрах пулĕччĕ пулĕ.

 

 

Хĕвел шевли.

(калав)

 

Тин çеç сарă хĕвел янкăр кăвак тÿпере чуччу ярăнатчĕ. Халĕ вара ăна хĕвел анăçĕнчен капланса килнĕ пĕлĕт хупăрларĕ, çиçĕм çиçрĕ, аслати усаллăн авăтса ячĕ. Пĕлĕт чăтаймарĕ, пухăнса çитнĕ шултра тумламĕсене çĕр çине тăкма пуçларĕ.

Марье вăрçă пуçланнă куна аса илчĕ. Ун чухне радиопа нимĕçсем пирĕн çĕр-шыва пырса кĕнине пĕлтерчĕç. Ял çыннисем нумайăшĕ повестка киличченех фронта тухса кайрĕç. Кашнийĕ тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме пĕтĕм чун-чĕрипе çунатчĕ. Марье упăшки Тимук та тепĕр куннех вăрçа тухса кайрĕ. Япалисене пуçтарчĕ вăл, арăмне ыталарĕ: «Таврăнатăп, Марье, кĕт», - терĕ. Унтан ывăлĕ патне пычĕ: «Ваçук, аннÿне итле, ĕçрен ан пăрăн», - сакăр çулхи ачине çапла каларĕ те вăл ăна çÿлелле çĕклерĕ…

- Анне! Эпĕ  апат çисе тăмастăп, Кĕркури патне каятăп. Вăл чирленĕ, учитель мана ăна уроксене хатĕрленме пулăшма хушрĕ, - терĕ Марье ывăлĕ, амăшĕн шухăшĕсене татса, чĕкеç чĕппи пек чĕвĕлтетсе.

- Çăкăр та пулин çи ĕнтĕ, яшка тăрри сыпсан та аванччĕ, - сăмах хушрĕ Марье.

Ваçук апат çирĕ те юлташĕ патне тухса чупрĕ. Амăшĕ ун çине ăшшăн пăхса юлчĕ. Паян колхоза ĕçе тухасси те пулмарĕ ĕнтĕ, çанталăк начар, çапах та килте лармасть ача, юлташне пулăшма тăрăшать вăл. Вăрçă вăхăтĕнче пĕр-пĕрне ăнланни питĕ кирлĕ. Ваçук ĕçчен ача, лайăх вĕренет. Амăшне йывăр вăхăтра йăпатма пĕлет вăл. Çулталăк каялла Марье виç кĕтеслĕ çыру илчĕ. Пăлханса уçрĕ ăна вăл.Алли Тимукăн мар, çакă та хăратрĕ хĕрарăма. Çырăва вулама тытăнчĕ вăл. Çапла çырнăччĕ унта:

«Хисеплĕ Мария Григорьевна!

Каçарăр эпĕ сире начар хыпар пĕлтернĕшĕн. Малтан хам çинчен кĕскен калас. Эпĕ фронтра, госпитальте, тăрăшатăп. Пирĕн госпиталь Ленинград патĕнче. Çапăçу вăхăтĕнче, 15-мĕш числара эпир ытти сестрасемпе аманнă салтаксене пĕрремĕш пулăшу пама, госпитале илсе çитерме тăрăшаттăмăрччĕ. Çав салтаксенчен пĕрин гимнастеркин кĕсйинчен çыру кĕтесси курăнатчĕ. Хăй вара питĕ йывăр аманнăччĕ. Ăна темĕнле тăрăшсан та çăлса хăвараймарăмăр, каçа хирĕç вилсе кайрĕ вăл. Çырури адрес тăрăх сирĕн патăра çыратăп, Дмитрий Иванович вилни çинчен, çакăн пек усал хыпар пĕлтернĕшĕн тепĕр хут каçару ыйтатăп.                                                                                Николаева Е.»

Марьен упăшки вилнине ĕненес килмерĕ, çырăва тепĕр хут вуласа тухрĕ. Çапла, Тимукăн ячĕ те пур кунта. Ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ вăл, чунне хуйхă пусса килчĕ. Анчах та пуçне усмарĕ вăл, вун икĕ çул тултарнă ывăлĕпе мĕн вăй çитнĕ таран колхозра тăрăшрĕç.

Вăрçă та вĕçленчĕ ĕнтĕ. Яла арçынсем таврăнма тытăнчĕç. Хăшĕ алăсăр, хăшĕ урасăр… Нумайăшĕ  вăрçă хирĕнче пуç хунă е хыпарсăр çухалнă. Марье, тахçанах упăшки килессине ĕненменскер, шанчăкне çухатнăскер, ыттисем çине пăхса вăрттăн йĕрет.

Такам алăкран шаккарĕ. Тĕлĕнсе кайрĕ Марье. Çумăрта кам çÿрет тата? Ваçук халех килмерĕ пуль? Марье алăк патне утре.

- Марье, - илтĕнчĕ палланă сасă. Хĕрарăм пăлханса кайрĕ. Ара, Тимук сасси мар-и ку? Вилнĕ çертен чĕрĕлмен пуль вăл?

- Кам … Кам ку? - чĕтренсе   тухрĕ Марье сасси.

- Эпĕ ку, палламарăн-им? Тимук эпĕ!

Марье алăка уçрĕ. Ним калама пĕлмесĕр пăхса тăчĕç вĕсем пĕр-пĕрин çине.

- Мĕнле-ха апла? – пÿрте кĕрсен çыру тыттарчĕ Тимука Марье, - мана кунта эсĕ вилнĕ тесе çырса янă…

Тимук çырăва вуласа тухсан веçех ăнлантарса пачĕ:

- Питĕ сивĕ çанталăк тăратчĕ эпир Ленинград патĕнче çапăçнă чух. Манăн чи çывăх юлташ чирленĕччĕ, çапах çапăçăва нимĕнрен хăрамасăр вăл та хутшăнчĕ. Эпĕ ăна хамăн шинеле патăм. Кĕсьере çак çыруччĕ… Çапла эппин, чăваш ачиехчĕ вăл, хăй çамрăк пурнăçне çав фашистсем пиркиех татнă иккен вăл.

Марье ăна ăнланчĕ. Калаçу малалла тăсăлчĕ вĕсен. Акă алăк сасси илтĕнчĕ. Пÿрте Ваçук кĕчĕ. Самай начарланнă, улшăннă ашшĕне курсан вăл та нимĕн  те ăнланмарĕ, хăйне тĕлĕкри пек туйрĕ.

- Ваçук, ывăлăм! – терĕ ашшĕ. Ывăлĕ савăнса ашшĕ патне ыткăнчĕ…

     Çумăр чарăнчĕ, хĕвел шевли телейлĕ çемьен пÿртне чупса кĕчĕ. Тинех чăн-чăн телей мĕнлине туйрĕç ашшĕ, амăшĕ тата ывăлĕ.

 

                                                                                                                                                    вверх

Hosted by uCoz