Анне – хирти сар чечек
Кам пирĕншĕн чи хитри?
Кам пирĕншĕн чи хакли?
Кам пирĕншĕн тăрăшать?
Кам пирĕншĕн савăнать?
Анне …
Çак сăвва çырап сире,
Аннем çинчен пĕлтерме,
Аннерен хакли çук – çке
Çакă çутă тĕнчере.
Манăн анне ир тăрать,
Кашни ир ĕне сăвать,
Тутлă апат пĕçерет,
Выльăхсене тăрантать.
Пире шкула ăсатать,
Кайран ĕçе хăй каят
Вăл мана пит юратать,
Тутлисем илсе парать.
Лена ятлă анне ман,
Кăмăлĕпе пит аван,
Хăмăр , хитре çÿçĕпе,
Ăшă-ăшă куçĕпе.
Ĕçре те вăл пултарать,
Пурне те савăнтарать.
Иртсе пыран çынсене
Сывлăх çеç вăл сунать
Вĕсен пысăк ик(ĕ) уяв:
«Пушĕн саккăрмĕшĕнче»,
Тата «Аннесен кунĕ».
Саламлать – çке вĕсене,
Пирĕн хаклă çут тĕнче.
Кашни çыншăн вăл анне,
Ылтăнран та чи хакли.
Саванатăп аннене,
Вăл манăн – чи юратни.
Вăл мана çуратнăшăн,
Вăл пăхса ÿстернĕшĕн,
Эпĕ тав тăвап ăна
Юратса, кăмăлласа.
Анне – хирти сар чечек,
Анне – шыври пулă пек.
Анне – ăшă, сар хĕвел,
Анне – кăвак пĕлĕт пек.
Пирĕншĕн анне – пĕрре.
Эс юрат та хисепле.
Упрама вĕрен ăна,
Усал сăмах ан кала.
Н.Ламбасова