Математика 3 класс
Тема: Таблицăсăр хутлама тата пайлама пĕлнине пĕтĕмлетни
Тĕллевĕсем: 1) Таблицăсăр хутласси тата пайласси çинчен мĕн пĕлнине пĕтĕмлетсе хăварасси; 2) ĕç хăнăхăвĕсене, шухăшлавĕпе пуплевне аталантарасси;
3) çут çанталăка юратас, сăнас тата упрас туйăма ÿстересси
Кирлĕ хатĕрсем: шурă хут çине тĕрлĕ-тĕрлĕ хутран пÿрт тунă ÿкерчĕк, карточкăсем, чечексен, курăксен, йывăçсен ÿкерчĕкĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ хут (хăмăр е хĕрлĕ), 2 акăш макечĕ, математика кочĕ, магнитофон, кассета, поезд, вагонсен ÿкерчĕкĕсем.
Усă курнă литература: М.И.Моро, М.А. Бантова. . . «Математика»
3 класс, поурочные планы по учебнику, математика карточкисем, «Чăвашла-вырăсла» словарь, О.Алексеев «Чăваш вăрманĕ».
I. Урока пуçлани.
1. «Шăнкăрав» юрра ушкăнпа юрласси.
Шăнкăрав сас пачĕ
Урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ
Парта хушшинче.
Ак кĕрет учитель
Савăк сăнпала.
Кăмăллă вăл питĕ
Пирĕнпе ялан.
II. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.
- Сывлăх сунатăп, ачасем. Мана Фаина Юрьевна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентетĕп. Халĕ сирĕнпе математика урокĕ ирттерĕп.
Паянхи урокра эпир таблицăсăр хутлама тата пайлама мĕнле пĕлнине пĕтĕмлетсе хăварăпăр.
Часах çуркунне пуçланать, вĕçен кайăксем те ăшă енчен вĕçсе килме хатĕрленеççĕ. Математика урокне, эсир мĕнле вĕреннине курма, пирĕн тăрăхри сутçанталăкпа паллашма икĕ акăш вĕçсе килчĕç. Вĕсене кунти тавралăх, эсир, ачасем, килĕшсен, вĕсем пирĕн пата ытти вĕçен кайăксене те чĕнсе килĕç.
Айтăр, ачасем, кайăксене тавралăхăн ытарайми илемĕпе паллаштарар, ырă та уçă сывлăшĕпе киленсе çÿреттерер, хамăр пĕлĕве, тĕрлĕрен ĕçсем туса кăтартар.
III. Вĕреннине çирĕплетсе хăварни.
Акă пирĕн доска çинче туса пĕтермен ÿкерчĕк. Пÿрчĕпе кÿлли пур. Пирĕн акăшсене çутçанталăкăн илемне кăтартмалла, тĕрлĕ ĕçсем туса курăксене, чечексене, йывăçсене вырнаçтарса лартмалла.
1. Вăйă «Шăп» ирттересси.
Халĕ «Шăп» ятлă вăйă выльăпăр. Эпĕ сире хисепсе кăтартăп, эсир тупсăмне каласа пырăр. Сакăнти ĕçе тĕрĕс пурнăçласан, кÿлĕ хĕрринче ешĕл курăк ÿсĕ.
Иккемĕш ĕç пирĕн пайласси: Кам сирентен ÿссен учитель пулма ĕмĕтленет? Лена учитель пулать.
Маттур, ачасем. Симĕс курăкĕ шăтса та тухрĕ. Пирĕн ÿкерчĕк илемленсех пырать. Часах чечексем те ешерĕç.
2. Карточкăпа ĕçлесси.
Сирĕн умăрта пĕрер карточка. Карточка çинчи примера тетрадь çинче шутламалла пулать.
Халĕ пурте тетрадьсене уçăпăр. Паянхи датăна лартăпăр, класри ĕç тесе çырăпăр.
25.02.2005
Класри ĕç.
1- гвоздика (96 +4) : 20 =
5 –астра (31 -7) : 24 =
24 –тюльпан 72 : 8 * 11 =
32 –шăнăр курăкĕ (подорожник) 4 * 15 + 24 =
48 –утмăл турат (василёк) 98 – 33 * 2 =
62 – кукша пуç (одуванчик) 100 – 2 * 19 =
75 – салтак тÿми (ромашка) 9 * 9 + 17 =
84 – лантăш (ландыш)
98 – мăкăнь (мак)
99 - роза
Доска çине пăхса илер-ха. Сирĕн примерсем доска çинче те пур. Хавăрăн примера доска çинче шыраса тупса, пулнă отвечĕсене çырса хумалла пулать. Отвечĕсем тăрăх чечексен, курăксен ячĕсене тупмалла, ÿкерчĕкĕсене суйласа илсе кирлĕ вырăна çыпăçтарса пырăпăр.
Халĕ шутлама пуçлатпăр. Шутласа пĕтерсен, аллăрсене çĕклĕр.
3. Задача шутласси (№22, 35 стр.)
Çак шурă хут çине пăхсан мĕне аса илтерет? (Йывăçа)
Мĕн ятлă йывăç пулнине пĕлес тесен пирĕн задача шутламалла.
Халĕ кĕнекесене 35стр уçатпăр, № 22 тупатпăр.
Пĕр ача задача условине вуланă вăхăтра, учитель задачăн кĕске условине доска çинче çырать.
Пулнă – 3-шер кг 8к.
Пĕçернĕ – 14 кг
Юлнă - ? кг
- Задачăра мĕн çинчен калать?
- Хурлăхан çырлинчен мĕн тунă?
- Задачăра мĕн пĕлмелле?
- Тÿрех миçе кг хурлăхан юлнине пĕлеетпĕр-ши? Мĕншĕн?
- Малтан мĕн тупма пултаратпăр? Пулнă -3 –шер кг 8 к. тенине мĕнле ăнланатăр? 3-шер кг миçе хутчен тĕл пулать? Мĕнле действипе пĕлетпĕр? Пурĕ миçе кг хурлăхан татнине пĕлсен, задачăн ыйтăвĕ çине хуравлама пултараятпăр-ши?
( Пĕр ача доска умĕнче шутлать, ыттисем тетрадь çинче шутлăр).
1) 3 . 8 = 24 (кг) – пулнă.
2) 24 – 14 =10 (кг) –юлнă.
Ответ: 10 килограмм юлнă.
Халĕ шурă хута тепĕр енне çавăрăпăр. Мĕн ятлă йывăç? (Пилеш)
Пилеш йывăçĕ садра ÿсĕ.
4. Задачăна выраженипе çырса шутласси.
Ачасем, пирĕн пата тепĕр йывăç васкать. Вăл пире çак шутланă задачăна выраженипе çырма хушать.
3 . 8 – 14 =10( кг)
Ку мĕн ятлă йывăç? (Хăмла çырли)
Ку йывăçа та садра ÿстерер.
Пилешпе хăмла çырлин чейĕ питĕ усăллă. Вĕсем тĕрлĕ чир –чĕртен чĕрĕлме пулăшаççĕ.
5. Физкультура саманчĕ.
Халĕ кăшт канса илĕпĕр. Пирĕн пахча умĕнче кÿлĕ. Сак кÿлĕре кимĕпе ярăнăпăр, анчах та малтан киммине тăвăпăр.
Сирĕн умăрта тĕрлĕ тĕслĕ хут. Сак хутран хăвăрт та илемлĕ пĕчĕк çеç кимĕ ăсталамалла. Камăн кимми хитререх пулать, çавăннипе ярăнăпăр. ( Лайăх тунă ачан киммине кÿлĕ варрине çыпăçтарса хуратпăр)
6. «Пĕр –пĕринпе çыхăннă» примерсене шутласси.
Суркунне – йывăç лартмалли вăхăт. Эпир те кÿлĕ хĕррине йывăçсем лартар-ха. Мĕнле йывăссем ÿснине пĕлес тесен пирĕн «пĕр -пĕринпе çыхăннă» примерсене шутламалла. (Доска çинчи ÿкерчĕке тишкерни).
- Поездпа çÿрекен çынна эпир кам тетпĕр?
Машинист 1-мĕш вагона тĕрĕс çаклатнă. Пирĕн машиниста ытти вагонсене те тĕрĕс çаклатма пулăшмалла.
Доска çинче:
вĕрене тирек чăрăш çăка хурăн
Вагонсене тепĕр енне çавăрăпăр та йывăçсен ячĕсене пĕлĕпĕр. Вĕсене ÿкерчĕк çине вырнаçтарса пырăпăр.
7. Тавçăрса илмелли ĕç.
Сак выраженисене шутласа пăхмасăр чи пĕчĕк произведение палăртмалла.
20 . 3 . 4 –сирень
8 . 4 . 20 –груша
4 . 3 .10 –улмуççи.
Пирĕн садра тата мĕнле йывăç ÿсет-ши?
Акă ÿкерчĕк хатĕр те ĕнтĕ. Ачасем, сире ÿкерчĕк килĕшет – и? Çак ÿкерчĕк çине пăхсан, хамăр тавралăх чăн- чăнах та илемлĕ пулнине туйса илтĕмĕр. Акăшсем те сирĕнпе питĕ кăмăллă. Чăн-чăнах маттур иккен эсир, ачасем. Таблицăсăр хутлама, пайлама, аван пĕлетĕр, задачăсене те лайăх шутлатăр.
Тăван тавралăх илемлĕ пултăр тесе тăрăшатăр. Кун пек пулсассăн Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнчи кÿлле., Аслă Пăла хĕррине те часах акăшсем вĕçсе килĕç.
Паянхи урокра лайăх тăрăшса ĕçлекен ачасене «питĕ лайăх» паллă лартатăп.
Маттур, ачасем, малалла та çапла тăрăшса вĕренĕр.
IV. Киле ĕç пани.
33 –мĕш стр.12 –мĕш №
Халĕ дневниксене уçатпăр, киле вали ĕç çыратпăр
V. Урока пĕтĕмлетни.
- Чăваш Республикин Президеннчĕ Н.В.Фёдоров 2005 –мĕш çула мĕнле çул тесе палăртнă?
2005 –мĕш çул – садсемпе парксен çулĕ.
- Ачасем, садсемпе парксен çулне хутшăнса, эсир мĕнле ĕçсем тума шутлатăр? - Мĕн тума пултаратăр?
- Пирĕн ял, пахча, урам , кÿлĕ илемлĕ те тирпейлĕ пултăр тесен пирĕн мĕн тумалла?
- Маттур, ачасем. Пирĕн пурин те тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшмалла, ăна упрамалла. Кашни çынăн йывăçсемпе чечексем лартса ÿстермелле.
вверх