Вăйă – тĕлĕнтермĕш уй «Эмел курăкĕсем»
Тĕллевĕ: вĕренекенсене тăван тавралăх илемне туйма, ăна упрама вĕрентесси; вĕсен пултарулăхĕпе тавракурăмне аталантарасси.
- Ырă кун пултăр, ачасем! Сывлăх сунатăп сире. Мана Фаина Юрьевна тесе чĕнеççĕ, эпĕ Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентетĕп. Ачасем, эсир вăйăсем юрататăр –и? Апла пулсан паян эпир сирĕнпе «Тĕлĕнтермĕш уй» ятлă вăйă ирттерĕпĕр,пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашăпăр.
Паянхи вăйă эмел курăкĕсем çинчен пулĕ. Эпир вĕсемпе пĕлсе усă курсан, вĕсем пирĕн сывлăха сиплеме, çирĕплетме пулăшаççĕ. Пирĕн таврара ÿсекен йывăçсемпе курăксем, тĕмсемпе чечексем – вĕсем пурте сиплĕхлĕ шутланаççĕ.
Хурăн кăчкипе вара пĕвере сиплеççĕ, хурăн милĕкĕ мунчана тутлă шăршă парать, пĕтĕм чир-чĕре хăваласа кăларать.
Витаминсем çитмесен эсĕ хăвна начар туятăн, пуçу çаврăнать. Кун пек чухне пилеш çырлин чейне вĕретсе ĕçсен аван. Çакăн пек сиплĕ ÿсентăрансем çинчен нумай калама пулать. Вĕсем çинчен сахал мар кĕнекесем çырнă.
Халĕ эпĕ сире ÿсентăрансем çинчен калакан тупмалли юмахсем парăп, вĕсен тупсăмĕсене шырăпăр. Тупсăмне тĕрĕс пĕлнĕ ачасем паянхи вăййа хутшăнма тивĕç.
1. Чĕмсĕр пичче умăмра,
Пин алă ун, пĕр ура. (йывăç)
2. Чунĕ çук, юнĕ пур. (палан)
3. Хăй вут мар, çапах та вĕтелет. (вĕлтĕрен)
4. Тулашĕ нимĕр, шалашĕ тимĕр. (çĕмĕрт)
5. Çÿçĕ симĕс, кĕпи шурă. (хурăн)
6. Ячĕ утмăл, хăй пĕччен. (утмăл турат)
7. Тĕсĕ юн тĕслĕ, тути пыл тутлă (чие)
8. Пăхма хитре, çиме йÿçĕ (пилеш)
9. Эпĕ йывăç, çирĕп йывăç
Пуриншĕн те утаман
Йывăçсен йышпе йăлтах
Пуçлăх эпĕ вăрманта
Ỹсессе эп час ÿсместĕп
Анчах çич çĕр çул тăран
Эп «ĕххĕм» те тиместĕп,
Пин те пурăнăп касмасан (юман)
Çак йывăç, палан, вĕлтĕрен тупсăмсене пĕлнĕ ачасем I-мĕш тура хутшăнĕç… .
Халĕ сирĕнпе паллашăпăр.
I-мĕш тура хутшăнма тивĕç пулнă ачасене вăйĕ параппанĕ умне тăма ыйтатпăр.
Паянхи вăйăра эпир сирĕнпе очкосем шутласа пымăпăр, çак правилăсене пăхăнса выльăпăр:
1) параппан йĕппи хисепе кăтартсан, сас палли каламалла;
2) «+» паллă – пĕр сас палли уçмаллине пĕлтерет;
3) «*» - пулăшу, класри ача е сас пали, е сăмахне каласа пулăшма пултарать;
4) 0 – параппан тепĕр çын аллине куçать.
Халĕ Галя вăйă параппанне çавăрма пултарать
Халăх медицининче салтак туми чечекĕпе анлăн усă кураççĕ. Унпа куç чирĕпе, пуç ыратнă чух, шыçă чирĕнчен сывалнă чухне усă курма сĕнеççĕ.
Пирĕн I-мĕш турта чи тавçăрулли Лена пулчĕ, вăл пирĕн финалта хутшăнĕ I-мĕш тура хутшăннă ачасене парне кĕтет.
Тăхтав вăхăтĕнче «Пилеш кайăксем» юрра итлĕпĕр.
2. II-мĕш тура хутшăнма тивĕç пулнă ачасене вăйĕ параппанĕ умне тăма ыйтатпăр.
- Çак курăкпа нумай чир-чĕртен сывалма пулать. Ĕлĕкхи писательсенчен пĕри каланă: «Çак ÿсен тăран сĕткенне чупса мала тухакан çĕнтерÿçĕсене çеç ĕçтернĕ, вĕсемшĕн чи хаклă парне шутланнă. Çак сĕткен çыннăн сывлăхне упраса хăварма пултарать».
(Эрĕм)
- Вова параппана çавăрма пултаратăн
Пирĕн иккĕмĕш турта чи пултарулли Гена пулчĕ, вăл та финала хутшăнать.
II-мĕш тура хутшăннă ачасене парне кĕтет.
- Ĕлĕкхи вăхăтра эрĕмрен йÿçĕрех курăк çук та пуль тесе шутланă, вăл хăйĕн патне çыннăн хуйхине туртса илнĕ пулĕ тенĕ. Эрĕм курăкне тирпейлĕхпе тасалăх тĕлĕшĕнчен усă курнă. Çак курăкпа вăрçă вăхăтĕнче ерекен чирпе чирленĕ çынсене сыватнă, пÿлĕмсене тĕтĕмленĕ, унăн вĕретнĕ шывне пуçа шăркапа пыйтăран тасатма усă курнă, эрĕм шывне ĕçсен çыннăн аппетит та уçалать.
Тăхтав вăхăтĕнче «Праздник детства» юрра итлĕпĕр.
3. III –мĕш тура хутшăнма тивĕç пулнă ачасене вăйă параппанĕ умнее тăма ыйтатăп (чĕнетĕп).
- Çак ÿсентăрана пур çĕрте тетĕл пулма пулать: хапха айĕнче, карта, çул хĕррисенче. Çулçисем унăн сарлака, чечекĕ илемлĕ, вăррисем вара кашнин çумнех çыпçăнма тăрăшаççĕ. (Хупах)
Оля параппана çавăрма пултаратăн. Ку сăмах пилĕк сас паллинчен тăрать.
Таня пире ĕçĕн тупсамне тепĕр хут аса илтер-ха.
Гена 3 сас паллине пĕлчĕ, апла пулсан вăл икĕ шкатулкăран пĕрне суйлама тивĕç.
Пĕр шкатулкăра сире шкулта кирлĕ хатĕр пулĕ.
Приз.
Эсĕ приз илетĕн е параппан çавăратăн. Акă сана, Таня, вĕренÿре усă курма пĕчĕк çеç парне.
III –мĕш тура хутшăннисене парне кĕтет.
Пирĕн III –мĕш турта чи матурри Ира пулчĕ.
- Пирĕн çĕр –шывра хупах çум курăк шутĕнче. Японире вара çак курăка уйсенче ÿстереççĕ, апатра та усă кураççĕ. Халăх медицининче хупахăн çулçипе тата тымарĕпе эмел хатĕрлеççĕ. Пуç ыратсан хупах çулçине ыратакан тĕле хурсан хăвăрт иртсе каять, кĕçĕтекен вырăнсене хурсассăн çавăн пекех хăвăрт ирттерет.
4. Финал.
Чылайăшĕ çак йывăçа килти пахча илемĕ пултăр тесе , чечекленнĕ чух шăрши пахишĕн, çеçкине типĕтсе чĕй вĕретсе ĕçессишĕн, пыл хурчĕсем ытларах пыл пухчăр тесе лартаççĕ. (Çăка)
- Çăка 15-25 метра, хăшĕ пĕри 40 метр çÿллĕшне çити ÿсет. Çитĕннĕ йывăçсен диаметрĕ 2-5 метр пулать. Пĕр çупкăмра 3-5 вăрă вырнаçать. Пурĕ çĕр çинче 50 тĕрлĕ çăка, пирĕн çĕр-шывра 17 тĕрли сарăлнă. Çăка вăрăран тата тымар çинчи çамрăк хунавран ĕрчет. Çăка чечекине вĕретсе ĕçсен температура чакать, вăй кĕрет.
5. Супер вăйă. Чи пултаруллă ачана супер вăййа хутшăнма ыйтатăп.
Ира, эсĕ хирĕç мар –и, килĕшетĕн –и супер вăййа хутшăнма.
-Килĕшместĕп.
- Апла пулсан Оля сана асăнмалăх парне. Паян çак вăйăра эсĕ çентерÿçĕ пултăн.
- Килĕшетĕп.
Мĕнле шĕвек хĕвел хытă хĕртнинчен пулăшать. (Чей)
Ира 3 сас палли ятне калама ирĕк паратăп.
Шухăшламашкăн 1 минут.
- Хĕвел пайăркисенчегн шикленекенсене урама тухиччен чейпе çăвăнма хушаççĕ. Хĕвелпе пиçекенсене пиçнĕ тĕле чейрен компресс тума сĕнеççĕ. Çакăн пек туни ыратнине чарать, температурăна чакарать, ÿт-пĕве уçăлтарать. Эпĕ ахальтен мар ĕнтĕ çак вăййа чей сăмахпа вĕçлеме шутларăм.
Вырăссен çакăн пек сăмах çаврăнăшĕ пур: « Чай не пьешь –какая сила?»
Вырăс чейĕ –чуна илĕртекен уй-хирсен шăршийĕ, курăксен тутийĕ, ĕмĕрхи çĕрĕн вăйĕ. Курăк чейĕ çынсене вăй кĕртет
Çак çут çанталăк панă вăйпа усă курсан, унăн пуянлăхне упрама вĕренсен пирĕн пурнăç тата илемлĕрех, сывăрах пулĕ.
Хаклă ачасем! Паянхи тĕл пулура кăштах та пулсан çĕннине пĕлме пултаратăр пулсан савăннă пулăттăм.