«Çăкăртан асли çук!»

 Ертсе пыракансем:

- Ырă кун пултăр пурне те!

-         Çăкăрпа тăвар чăваш халăхĕн яланах чи малти вырăнта шутланнă. Паян кун та эпир хăнасене çăкăр - тăварпа кĕтсе илетпĕр.

-         Халĕ эпир çăкăр çинчен ăна упрамалли çинчен калаçăпăр.

          Çăкăр! Ытла та асамлă сăмах-çке вăл.  Унăн пурнăçри хакне, пĕлтерĕшне каласа пама сăмах та çитес çук.

         Çăкăр! Вăл ĕмĕртенпех хаклă шутланнă, çав тери пысăк чысра-хисепре пулнă. Ватти-вĕтти пурте ун умĕнче пуç тайса «Çăкăртан асли çук!»,- тенĕ.

                  Тыт, тăванăм, асра:

                  Ан тĕпрет çăкăра

                  Вăл пулсан - эс пуян,

                  Хăвна вăйлă туян…

                             Асли çук çăкăртан:

                             Хĕвелпе вăл пĕр тан.

                             Эс вĕçен вăл пуртан

                             Çăлтăр - уйăх таран

                 Тыт , тăванăм асра:

                 Ан тĕпрет çăкăра!

          Çăкăр! Эсĕ халăх тар тăкса, пĕтĕм чун хĕлхемне пырса тупнă хаклăран та хаклă ырлăх, хаклăран та хаклă пуянлăх! Вăл - çĕр аннемĕр парнийĕ. Вăл - пирĕн пурнăçăмăр çăлкуçĕ.

          Çăкăр! Тăван çĕр-шыв-аннемĕр çине тăшман тапăнсан, совет çыннисем сана алла тытса, пуç тайса вăрçă хирне каяççĕ, çичĕ юта çапса аркатма, киле çĕнтерÿпе таврăнма тупа тăваççĕ.

          Çăкăр! Эпир сана алла илсе пурнăçа юратма, хамăр  Тăван çĕр-шывăмăра чун-чĕререн хисеплесе пурăнма, ăна кулленхи ырă ĕçпе пулăшса пыма тупа тăватпăр.

          Çăкăр! Çынсем  сана алăра тытса хăйсен чи çывăх тус-тăванĕсене, юлташĕсене, ĕç паттăрĕсене кĕтсе илеççĕ, сана çÿле çĕклесе, пуç тайса, вĕсене телейлĕ пурнăç, мирлĕ кунçул сунаççĕ.

          Çăкăр! Хĕрпе каччă пĕрлешнĕ чух, пурнăçăн вăрăм çулĕ çине тухнă чух туй кĕрекинче, халăх умĕнче сана алла тытса чуп тăваççĕ, ĕмĕр-ĕмĕр пĕр-пĕрне хисеплесе, чунтан юратса, килĕштерсе пурăнма тупа тăваççĕ.

          Çăкăр! Сан çинчен композиторсемпе поэтсем сăвă-юрă хываççĕ. Писательсемпе журналистсем хăйсен чи лайăх произведенийĕсене çанна тавăрса, вăй-хала шеллемесĕр ĕçлекен уй-хир паттăрĕсене, ял ĕçченĕсене халаллаççĕ.

          Пурнăçра хаклăран та хаклă, кирлĕрен те кирлĕ пуянлăх Çăкăр мĕнле йывăрлăхпа пирĕн сĕтелĕмĕр çине килсе выртиччен, мĕн чухлĕ çын хутшăнать çак ĕçе: тракторист, комбайнер, арманта ĕçлекенсем,çăкăр пĕçерекенсем..

                1 ача.   Тухăçлă тыр-пул туса илес ĕçре трактористăн та тÿпи пысăк. Манăн атте тракторист. Вăл хăйĕн ĕçне юратса ĕçлет. Вăл сухаланă кашни касă тарăн та кăпăш пулать. Çакăн пек çĕр çинче кăна тухăçлă тырă туса илме пулать.

                2 ача.   Манăн атте тата икĕ пичче комбайнерсем. Вĕсем пулса çитнĕ тыр-пула пĕр тăккаламасăр пухса илессишĕн тăрăшаççĕ.

                3 ача.   Манăн атте арманта ĕçлет. Вăл тирпейлĕ пухса кĕртнĕ тырра авартса çăнăх тăвать.

                 4 ача.   Аннесем вара-çăкăр пĕçерекенсем. Вĕсем пире тутлă та кăпăшка çăкăр, сушка, печени пĕçерсе параççĕ. Эпир хамăр атте-аннесен ĕçĕпе тивĕçлипех мухтанатпăр.

           Çăмăл мар çăкăр туса илме. Апла пулсан çăкăра пирĕн хисеплемелле, упрамалла,ăна типтерлĕн тытмалла. Анчах та эпир хăш-пĕр чухне çаксене асра тытманни те пулать.

 

                                                    


 

Сценка.

Лариса.    Э-э: Елиç инке-çке ку.

Елиç.         Эпĕ килтĕм-ха. Аннÿ таврăнайман-и? Çĕвĕ машинипе çĕлемелли пурччĕ кăштах.

Лариса.    Авă çĕлех.

                  (Елиç инке кĕпе çĕлет).

Елиç.         Тимкка, халех сана тăхăнтартса пăхăп. У-у, эсĕ пит ĕçлĕ ача-иç. Чим-ха чим, çăкăртан тем йăваламастăн-и çак? Çăкăр тăм мар-иç!

Тимкка.     Пултăях.

Елиç.          Мăян мĕнне пĕлместĕр çав эсир. Пĕлнĕ пулсан çăкăрпа ун пек хăтланмастăр та.

                  (Тимкка амăшĕ кĕрет).

Амăшĕ.     Пÿртре пирĕн ма пит шăп тетĕп. Елиç аппа килнĕ-иç.

Елиç.      Акă, ача кĕпи çĕлем-ха терĕм те. Шăпăрт тетĕн. Каккуй шăпăрт: ачасемпе тавлашса илтĕмĕр-ха. Çăкăр пирки. Ăна перекетлеме пĕлмеççĕ хальхи ачасем.

Амăшĕ   . Ара тыр-пулшăн ĕлĕкхи пек хамăр та тар тăкмастпăр та, çавăнпа пуль.

Лариса.   Хаçат вуламастăн эс, Елиç инке. Пирĕн çĕр-шывра тыр-пул питĕ нумай туса илеççĕ, çавăнпа йÿнĕ.

Елиç.      Çапли çаплах пулĕ те, анчах çав пĕр татăк çăкăр хырăм выçнă чух мĕнле хаклă пулнине хăвах чухламалла.

 

                  1 вулавçă.

      Чăнах та, вăхăт нумай кĕттермерĕ -

Елиç инке каланă пек самант Ларисăшăн та çитсе тухрĕ. Пĕррехинче вăрмана кайсан Лариса кÿршĕ хĕрарăмĕсенчен  вăрманта çухалса юлчĕ. Иртенпе утса лаштах ывăнчĕ Лариса, унăн çав тери çиес килчĕ. Килти апат-çимĕçе аса-аса илчĕ. Каç енне ăнсăртран килсе тухнă машина шоферĕ Ларисăна яла çитме пулăшрĕ. Киле çитрĕ, каллех инкек - çенĕк алăкĕ çинче пысăк çăра çакăнса тăрать. Лариса уçă шырарĕ. Уçă çук. Картлашка хĕррине ларса пит-куçне икĕ аллипе хупларĕ, йĕрес патне çитрĕ, унтан çĕрелле тинкерчĕ те, унăн куçĕ умне çăкăр татăкĕ курăнса кайрĕ. Хăй ĕнер пăрахнă çăкăр тĕпĕ - ĕне çисе ярайманни. Хĕр ача хăпăл-хапăл сиксе тачĕ, икĕ аллипе çăкăр татăкне ярса тытрĕ. Типнĕ тăприне кĕпе аркипе шăлкаласа тасатрĕ те хăвăрт-хавăрт çыртса илсе тутлăн чăмларĕ.

      Ертсе пыракан.

  Халĕ магазинра çăкăр нумай. Анчах яланах çапла пулман. Аса илер-ха иртнĕ хăрушă вăрçă çулĕсене. Вăрçă вăхăтĕнче халăх та, салтаксем те чылай чухне çăкăр çисе курайман, Фашистсем Ленинград хулине йĕри-тавра хупăрласа илсен вара хулари çынсем 900 кун хушши выççăллă-тутăллă пурăннă. Кунне пĕр çынна 125 грамм çăкăр панă. Нумай-и вăл? Питĕ сахал. Анчах ку та яланах лекмен. Çапах та халăх чăтнă, ĕçленĕ, фашистсене хирĕç кĕрешнĕ. Мĕн тери хаклă пулнă вĕсемшĕн çăкăр.

                  2 вулавçă.

      Манас çук нихçан та çав куна.

Çăкăр хакне вĕрентрĕ вал мана

Уссе çитсессĕн тĕрĕслерĕ пурнăç,

Эпир грамшарăн çăкăр çисе курнă.

Тепĕр чухне эрне ăша яман,

Пире çавах та вилĕм авайман.

                Ертсе пыракан.

Пирĕнтен кашни столовăйра 20 г çăкăра çимесĕр пăрахăçа кăларсан, çулталăкра 25 ц тырă сая каять е вăл пĕр гектарти тырăпа танлашать.

                  3 вулавçă.

  Çăкăр хакне пĕлмен этем нихçан

Ăнланас çук хĕрÿллĕ пурнăçа

Хисеплемест пулсан çын çăкăра,

Çăкăр ăна пит хытă тавăрать.

Çавăнпала нихçан та манар мар.

Асаттесем е аттесем пекех

Çăкăртан ĕмĕр аслă пулар мар,

Упрар кашни пĕрче, тĕпренчĕке.

                  4 вулавçă.

Ачаран пултăр пирĕн асра

Тĕпретме юрамасть çăкăра

Пирĕн пурнăç хăвачĕ унра

Унăн ячĕ ялан чи малта.

                  Ертсе пыракан.

  1972 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче пулса иртнĕ çак ĕç. Рязань облаçĕнчи Анатолий Мерзлов çамрăк каччă хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле ыраш уйĕнче ĕçленĕ. Ку уншăн иккĕмĕш вырма пулнă. Анатолий кивĕ тракторпа ĕçленĕ. Трактор çинчен ăнсăртран тухнă çулăма пула улăма çулăм хыпса илнĕ. Юнашар вырса кĕртеймен тулă уйĕ пулнă. Çулăм ăна та хыпса илме пултарнă. Анатолий хăйĕн кивĕ  тракторĕпе çулăма хирĕç пĕтĕм вăйран кĕрешнĕ, тулă уйне çăлса хăварнă, анчах та çамрăк каччăн пурнăçĕ  вăхăтсăр татăлнă.

                  1 вулавçă.

Тус- тăванăм, çакна эс ан ман, -

Çĕр çинче асли çук çăкăртан!

Пуç тайса хисепле эс ăна,

Вăй та пурнăç парать вăл сана.

                  Ертсе пыракан.

    Çăкăр вăл сывлăх, тулăх пурнăç, çĕкленÿллĕ кăмăл. Ахальтен мар пирĕн халăх çăкăр çинчен нумай  сăвă-юрă хывнă, ваттисем çăкăр çинчен ырă шухăш каланă, вĕсен ырă шухăшне пирĕн яланах асра тытмалла. Ачасем, эсир çăкăр çинчен мĕнле ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр?

 

1-мĕш ача            :            Çăкăр пулсан, выльăх-чĕрлĕх те пулать.

2-мĕш ача:           Çăкăрсăр апат та йÿçĕ.

3-мĕш ача:           Çĕр пуян пулсан, халăх та пуян.

4- мĕш ача:          Çăкăр пĕлĕт çинчен анмасть.

5- мĕш ача:          Хура çĕр ылтăн ыраш ÿстерет.

6-мĕш ача:           Çурхи кун çулталăк тăрантарать.

7- мĕш ача:          Ыраш çăкăрĕ - пур çăкăртан çăкăр.

8- мĕш ача:          Çын çăкăра çĕклемест, çăкăр çынна.

9- мĕш ача:          Çăкăр тăвар туслăха çирĕплетет.

10-мĕш ача:         Кулач çиес тесен, кăмака çинче ан лар.

11-мĕш ача:         Çăкăрăн хакĕ çук.

12-мĕш ача:         Çăкăр - пурнăç.

 

«Алран кайми аки-сухи»фонохрестомати янăрать.

 

1-мĕш ача: Ĕçченçĕ сухаçă,

                    Мухтап сана ачаран

                    Эп Çăкăр сăмаха

                    Çыратăп пысăкран.

 

Юрă «Тракторпа» (кĕвви Ф.Лукинăн, сăвви В. Давыдов-Анатри).

 

Эпĕ ÿсĕп, пысăк пулăп                                      Ăнса пулĕ сарă тулă

Суха тăвăп тракторпа                                        Колхоз пуйĕ тыр-пулпа

Тра-та-та, тра-та-та                                           Тра-та-та, тра-та-та

Суха тăвăп тракторпа.                                       Колхоз пуйĕ тыр-пулпа.

 


 

Сăвă ярăмĕ. Кĕр тĕрриллĕ шуçăм.

- Кĕр тĕрриллĕ шуçăм,

Савăнать ял-йышăм

Тулăх çитĕннĕ тырри

Ян каять уй-хир ярри.

 

 

- Эп ыраш пулатăп,

        Тинĕс пек кашлатăп

        Тутлă çăкăр çитеретĕп,

        Çын чунне: хевте кÿретĕп.

 

- Эпĕ – шурă сĕлĕ,

  Ан силлентĕр çилĕ…

  Тинкĕлле пулать манран

  Хатĕрле шерпет, уйран.

 

- Пĕрчĕм – виç кĕтеслĕ

  Пăттăм пит сĕтеклĕ

  Эпĕ сумлă – хуратул –

  Сар сĕтел илемлĕ, тул!

 

- Эп - урпа, хăватлă,

  Вăйăм ман çунатлă

  Сăйлăх пулăп та пиçсе

  Пуçлăх ларăп йăл çиçсе.

 

- Кас пики - вырсассăн

  Туй каччи лартсассăн

  Теççĕ ман пирки пурте,

  Ятăм вир, ÿсеп хирте.

 

- Эпĕ сарă тулă,

  Пуçăм , теççĕ çуллă,

  Вырт та авăрт, çăнăх ту

  Пулăп шурă хăпарту.

 

- Эп пăрçа, пăрçаллă

  Кимĕ пек ырçаллă

  Тутлă манăн та яшка

  Çийĕн - пулмăн хăйпашка.

 

Чăваш ташши.

Юрă «Çăкăр».

 

1.      Хырăм выçмасăр çăкăр ан тыт

Çак шухăша эс асра тыт

Мĕн ачаран эс хисепле

Çăкăртан хакли вăл ним те çук.

 

           2.   Алă çумасăр çăкăр ан тыт

Çак шухăша эс асра тыт

Мĕн ачаран эс хисепле

Çăкăртан таси вăл ним те çук.

 

3.      Çĕлĕк хывмасăр çăкăр ан тыт

Çак шухăша эс асра тыт

Мĕн ачаран эс хисепле

Çăкăртан асли вăл ним те çук.

   1-мĕш ача.

                       «Çăкăр умне пырсан-

                      Пуçа таяççĕ.

                      Кăкăр çумне тытса

                      Касаççĕ.

                      Пуç таймасан-

                      Ăс тайăлмасть,

                      Пурнăç тени

                      Сая каять» 

          Ватăсем çапла калаççĕ.

          Ватăсем пĕлсе калаççĕ.

                                               Любовь Мартьянова.

«Эс упра çăкăра» сăвă.

Эс упра çăкăра

Сума су эс ăна.

Пысăка ан хурсам

Нихăçан эс хăвна

Çăкăрта пуласси

Асра тыттăр кашни

Çăкăра упрани -

Çĕр-шыва сыхлани.

                             Г. Чаржов.

Ертсе пыракан.

          Çăкăра хисеплесси, перекетлесси, уншăн пĕтĕм халăхпа пĕрле кĕрешесси - кашни ырă шухăш-кăмăлпа пурăнакан çыннăн таса тивĕçĕ. Çакна та манмалла мар: çăкăршăн кĕрешни Тăван çĕршыв хăвачĕшĕн,  мирлĕ пурнăçшăн кĕрешни пулать.

          Тус - тăванăм, çакна эс ан ман,

          Çĕр çинче асли çук çăкăртан!

          Пуç тайса хисепле эс ăна,

          Вăй та пурнăç парать вăл сана.

                   

                                                                                                                                                            вверх

Hosted by uCoz