Кайăксем – пирĕн туссем.

5 – мĕш класра ирттермелли урок планĕ.

 

Урок тĕсĕ: Çул çÿрев урокĕ.

 

Тĕллевĕсем:            вĕçен кайăксем çинчен калаçса ачасен пуплевне аталантарасси;

кайăксем çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланса илме пулăшасси;

вĕçен кайăксене упрама, пулăшма, юратма вĕрентесси.

 

Курамлăх хатĕрĕсем: маршрут схеми, магнитофон, кайăксен сасси (кассета), «Вăрман

    пурнăçĕ» кĕнеке, ÿкерчĕксем.

 

Урок йĕрки:

 

1.      Учитель сăмахĕ.

Паян эпир сирĕнпе «Кайăксен çĕр-шывне» çул çÿреве кайса килĕпĕр. Çул çÿреве автобуспа кайăпăр. Ку  çĕр-шыв питĕ пысăк та, тĕлĕнмелле хитре те. Пур сĕр-шывсенчи пекех унта тĕрлĕрен ялсем, хуласем пур, пысăк сăрт-тусемпе шывсем. Паян пирĕн «Кайăксем» ятлă хулара хăнара пулмалла. Çапла вара, эпир çул çÿреве тухма хатĕр.  Пурте автобус çинче вырăн йышăнатпăр, канлĕ кăна вырнаçса ларатпăр. Шăп! Çул çÿреве тухрăмăр.

Пирĕн автобус хула еннелле çул тытрĕ. Лăпкăн ларса пыма пултаратпăр. Хулана çитиччен айтăр – ха кăштах кайаксем çинчен аса илĕр. Унсăрăн пире хуçасем умĕнче лайăхах пулмĕ.

 

II. 1) Вĕçен кайăксем çут çанталăка пысăк усă кÿни çинчен калаçни.

Вĕçен кайăк пурнăçĕ çут çанталăк условийĕсенчен  нумай килет.Чăваш çĕр-шывĕ питĕ кăткăс вырăнта, вăрманпа çеçенхир чиккинче вырнаçнă. Çавăн пек пуян тавралăхра чĕрчунсене, уйрăмах вĕçен кайăксене, пурăнма условисем питĕ меллĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш çĕр-шывĕнче 200 тĕсрен ытларах вĕçен кайăк йăва туса ĕрчет.

Мĕнле çут çанталăк условийĕсенче пурăннине кура пирĕн патри вĕçен кайăксене тăватă пысăк ушкăна уйарма пулать:

1)      пур çĕрте те пурăнаканнисем;

2)      вăрманта пурăнаканнисем;

3)      шыв патĕнче пурăнаканнисем;

4) улăх-çаранта  тата хирте пурăнаканнисем.

Пĕрремĕш ушкăна çерçисем, ула кураксем, кăсăясем, чанасем, шăнкăрчсем кĕреççĕ. Вăрмансем тĕрлĕ вĕçен кайăкпа пуян. Унта ăсансем, карăксем, пăчăрсем, улатаккасем, саркайăксем, тăманасем, куккуксем т.ыт.те пурăнаççĕ.Юханшывсемпе кÿлĕсем таврашĕнче  ытларах кăвакалсене, хурсене, акăшсене, чарлансене, карăшсене, тăрнасене курма пулать. Улăхлă, çаранлă тата çеçен хирлĕ вырăнсенче вара тăрисем, путенесем, текерлĕксем пурăнаççĕ.

            Вĕçен кайăксем ялхуçалăхĕпе вăрман хуçалăхĕсене сиен кÿрекен чĕр чунсен йышне йĕркелесе тăраççĕ, çум курăк вăррисене пуçтарса пысăк усă кÿреççĕ. Ăсчахсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, пĕр шăнкăрч çемйи кăна чĕпписене пăхса ÿстернĕ вăхăтра 8-10 пин таран  тĕрлĕ сиенлĕ нăрăна пĕтерет.

      Вĕçен кайăксем – питĕ йăрă та вăр-вар чĕрчунсем. Этем йăхĕ вĕçен кайăксемпе сĕм авалтанпах кăсăкланнă.

 

2) Ыйтусемпе ĕçлесси:

1)      Мĕн пĕлетĕр эсир вĕçен кайăксем çинчен? (Вĕçен кайăксен çут çанталăкри, этем пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вĕсем çум курăк вăррисене пуçтарса пысăк усă кÿреççĕ. Тĕрлĕ сиенлĕ нăрăсене пĕтереççĕ.)

2)      Шăнкарч çинчен эпир мĕн калама пултаратпăр? (Юрлама юратать, наркăмăшлă хурт-кăпшанкăсене çиме юратать. Вăл ĕçчен кайăк).

3)      Мĕнле кайăксем хĕл каçма кунтах юлаççĕ? ( Чана, улатакка, уйăп, кăсăя,çерçи, шăнчас, кукăр сăмса).

4)      Ăшă енне каякан вĕçен кайăксенчен хăшĕсене пĕлетĕр? ( Тăрна, чĕкеç, хура курак, куккук, шăпчăк, шăнкăрч)

5)      Юрлакан кайăксем шутне мĕнле кайăксем кĕреççĕ? (Шăнкăрч, шăпчăк, путене…)

 

III. Маттур, ачасем. Ку ĕçсене эпир аван пурнăçларăмăр. Акă ĕнтĕ эпир хула хапхи патне те çитрĕмĕр. Охо! Ку хулана питĕ теплĕ сыхлаççĕ иккен, авă хуралçăсем курăнаççĕ. Çак хулара темиçе ĕмĕр хушши çакăн пек йăла пур иккен: кам кунта кĕресшĕн, вĕсен тупмалли юмахсем, ытарсемпе ыйтусен тупсăмĕсене тупмалла.

1)      Хура йăмăкăн юрри хитре. (Шăнкăрч)

2)      Эпĕ хура пулатăп,

 Çуркуннене пуçлатăп (Курак)

3)      Тăмран йăва тăватăп,

Çумăра час сисетĕп,

Шыв çийĕпе вĕçетĕп (Чĕкеç)

4)      Вĕçен кайăксем хĕллехи сивĕре мĕншĕн ял çывăхне килеççĕ? (Апат çуккипе)

5)      Тĕвик-тĕвик! Тесе мĕнле вĕçен кайăк сас парать? (Тăмана)

6)      Уйăп ятлă вĕçен кайăк ăçтан вĕçсе килет? (Çурçĕр енчен. Ǎшăтсан вăл каялла вĕçсе каять)

IV. Ку ĕçе те аванах пурнăçларăмăр. Хула хапхисем уçă ĕнтĕ. Эпир хулара. Халĕ вара «Кайăксем» хулан паллăрах вырăнĕсемпе паллашăпăр.

 

Пĕрремĕш чарăну – «Кроссворд тупасси»

Доска çине клеткăсем туса паратăп та ĕç хушатăп. Пушă клеткăсене вĕренекенсен вĕçен кайăк ячĕсем тупса çырмалла.

 

 

 

А

 

 

 

 

 

 

 

 

К

 

 

 

 

 

 

Ă

 

 

 

 

 

Ш

 

 

 

 

 

 

                   

           

Ывăнтăр-и? Айтăр кăштах канса илер. Авă кунтан инçех мар кафе вырнаçнă. Унта кĕрер-ха. Анчах та ку ахаль кафе мар иккен. Укçа вырăнне кунта пĕлÿ кирлĕ. Апат çийиччен малтан çак ĕçсене пурнăçламалла.

 

Иккĕмĕш чарăну – «Вĕçен кайăксем».

1)      Вăйă «Сăнчăр». Вĕçен кайăксен ячĕсене усă курса: чакак – курак – куккук…

2)      «Кукăр сăмса»  сăмахран çĕнĕ сăмахсем тавасси: ку, кукăр, сăмса, сăрă…

3)      «Вĕçен кайăксем» вăйă. Эпĕ веçен кайăксен ячĕсене асăнатăп.Эсир вĕсен шутне кĕмен чĕр чун ятне илтсен алă çупăр.

 

Вĕçсе килчĕç кайăксем:

Шăнкăрчсем те кураксем,

 Тилĕсем те шăпчăксем…

 

Хăшĕ тĕрĕс мар?

Ачасем: Тилĕсем.

 

Вĕçсе килчĕç кайăксем:

Шăнкăрчсем те чĕкеçсем,

 Куккуксем те тăрнасем,

Кураксем те кашкăрсем.

 

Мĕн тĕрес мар?

Ачасем: Кашкăрсем.

 

Вĕçсе килчĕç кайăксем:

Шăнкăрчсем те чĕкеçсем,

 Куккуксем те упасем.

 

Мĕн тĕрес мар?

Ачасем: Упасем.

 

Вĕçсе килчĕç кайăксем:

Шăнкăрчсем те чĕкеçсем,

 Куккуксем те тăрнасем,

Чанасем те кураксем ,

Кăсăя та тăмана

 Вăйă пĕтрĕ, тупата.

 

   Ку ĕçсене пĕтертĕмĕр пулсан, вара  пĕр çĕре кĕрсе тухар. Инçех те мар музыка центрĕ вырнаçнă. Унта кĕрсе кăштах канар – и?

 

Виççĕмĕш чарăну – «Юрă-сăвă».

            Ку чарăнура эпир кайăксен юррисене итлесе пăхăпăр. Хамăр та юрăсене аса илĕпĕр, тĕрлĕрен сăвăсем каласа пăхăпăр.

 

   Кантăмăр – и? Эппин малалла кайăпăр. Пирĕн çул çинче «иккĕсен пуш хирĕ» Унта пирĕн ниепле те юлма юрамасть. Иртсе каяс пулать.

 

Тăваттăмĕш чарăну – «Кайăксем – пирĕн туссем».

            Кунта эпир сирĕнпе кайăксем çинчен калаçăпăр. Ачасем хăйсене килĕшекен кайăксем çинчен каласа параççĕ.

Ачасем, ку ĕçсене те эпир аванах вĕçлерĕмĕр.

 «Иккĕсен пуш хирĕнчен» тухса та кайрăмăр.

 

  Пиллĕкмĕш чарăну -  «Пиллĕксен тÿремлĕхĕ».

Юлашкинчен пирĕн çул «Пиллĕксен тÿремлĕхне пулать. Кунта питĕ аван. Хирте хĕвел пăхать, садсем ешереççĕ. Кунта çак ачасем пиллĕк паллă илеççĕ.

 

V. Паянхи çул çÿрев çăмăл пулмарĕ. Питĕ тăрăшнипе, пĕр-пĕрне пулăшнипе эпир йывăрлăха çĕнтертĕмĕр. Çапла вара çул çÿреве вĕçлерĕмĕр. Вĕçен кайăксен хулипе тĕплĕн паллашрăмăр. Халĕ киле тавранма та вăхăт. Автобус лăпкăн çеç пырать. Пурте йĕркеллĕ.

 

VI. Кайăксем – пирĕн туссем, вĕсене пирĕн упрамалла. Кайăксен çепĕç юрри, уçă сасси пусăрăнчăк кăмăла уçса ярать.

 

Çул çÿрев хыççăнхи ĕçсем, пĕтĕмлетÿсем.

1)      Ыйтусене хуравлани

2)      Калав çырни.

 

                                                                                                                                                вверх

Hosted by uCoz