«Тăван сăмах - пин-пин ахах» интеллектлă ăмăрту.
Ку мероприятие 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ.
Тĕллевĕ : ачасен тавçăрулăхĕпе пултарулăхне аталантарасси, тăван сăмах илемне, пуянлăхне палăртасси.
Кирлĕ хатĕрсем:
1.Параппан тата сас паллисем çырнă шарсем.
2.Командăсен эмблемисем.
3 .Стена çинче плакатсем:
«Кĕнекепе туслашсан ăс пухатăн»(ваттисен сăмахĕ).
«Кĕнеке вăл – анлă парăс
Пурнăç ятлă тинĕсре.
Кĕнеке – маяк пĕр харăс
Çутатать пур çул-йĕре».
(П.Хусанкай).
«Эпир вĕренекен чĕлхе - литература чĕлхи. Вăл чĕлхе ăстисем-И.Я.Яковлев, К.В.Иванов, Çеçпĕл Мишши тата ыттисем те - якатса йĕркеленĕ чĕлхе…Литература чĕлхи тăван чĕлхе пуянлăхне, илемлĕхне уççăнрах палăртать».
( С.П.Горский ).
Вăйă йĕрки:
1.Вăййа икĕ команда хутшăнать. Ăна кам малтан пуçлассине шăпа ярса пĕлеççĕ.
2.Команда капитанĕсем пĕрин хыççăн тепри параппан ăшĕнчен сас паллисем çырнă шара туртса кăлараççĕ. Сас палли вара конкурссен тĕсне палăртать:
А – «Блиц-хурав»;
Ă – «Чăваш писателĕсен псевдонимĕсене пĕлетĕн-и?»;
Б – «Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр»;
В – «Эп пуçлатăп – эсир вĕçлĕр»;
Г – «Тупсăмĕ мĕнле-ши?»;
Д – «Тĕрĕс хуравла»;
Е - «Тĕрĕссине суйла»;
Ж – «Çак йĕркесен авторĕ кам-ши?»;
З - «Литература жанрĕсем».
3. Кашни конкурсра ыйтусемпе ĕçсем мăшăрлă пулаççĕ, вĕсене командăсем умлăн-хыçлăн хуравлаççĕ.
4. Жюри кашни тĕрĕс хуравшăн балл лартса пырать. Пысăк паллă – 5 балл. Команда тĕрĕс мар хуравлать пулсан, ăна нимле балл та лартмалла мар.
5. Ыйтăва шутласа илме 30 çеккунт параççĕ. Хăвăрт хуравласан, команда перекетленĕ вăхăта кайран усă курма пултарать.
«Блиц-хурав» конкурс
Ыйтусемпе ĕçсем:
1. Ача-пăча сăмахлăхĕн жанрĕ; пĕр сасăпа пуçланакан е пĕрешкел янăракан сăмахсенчен тăракан предложенисене е йĕркисене такăнмасăр темиçе хут умлă-хыçлă калани, çак йĕркесене пĕрре сывласа илнипе çичĕ хут каламалла. (Хăвăрт сăмах).
2. И.Я. Яковлев çуралнă ял. (Кăнна Кушки)
3. А.С. Пушкинăн «Евгений Онегин» сăвăлла романне чăвашла куçараканĕ. (Петĕр Хусанкай)
4. «Çыру çырмашкăн аллăм çуккă» сăвă унăн автобиографийĕпе çыхăннă. Фронтра питĕ вăйлă аманнă. Хусанта тухса тăнă «Хĕрлĕ ялав» хаçатра, чăвашрадиора ĕçленĕ. Нумай-нумай сăввипе юрă хывнă. Кам çинчен сăмахăмăр? (В.Урташ)
5. Литература хайлавĕнче пĕрин хыççăн пулса иртекен ĕç-пулăмсен пĕтĕмĕшле йĕрки. (Фабула)
6. Пĕрремĕш чăваш халăх поэчĕ. (Н. Шелепи)
«Чăваш писателĕсен псевдонимĕсене пĕлетĕр-и?» конкурс
1. П.П Казанков (Петĕр Хусанкай)
2. М.К. Кузьмин (Çеçпĕл Мишши)
3. А.Е. Бачков (Александр Алка)
4. Ф.Г. Коновалов (Хĕветĕр Агивер)
5. Г.Н. Лисин (Геннадий Айхи)
6. Д.А. Афанасьев (Мĕтри Кипек)
7. И.И Илларионов ( Иван Мучи)
8. В.В. Воробьев (Валерий Туркай)
9. Ф.В.Васильев (Турхан Хĕветĕрĕ)
10. Я.Г. Никифоров ( Ухсай Яккăвĕ)
11. М.Н. Ильин (Юхма Мишши)
12. Р.В. Бородкина (Раиса Сарпи)
«Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр» конкурс
Ĕç: Ваттисен сăмахĕсен малалли пайĕсене тупасси. Кашни команда конвертсем илет, унта ваттисен сăмахĕсен малтанхи пайĕсене çырнă. Тĕслĕхсем:
1. Ашă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – хĕл кунĕ.
2. Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă – чĕлхипе.
3. Каланă сăмах – кĕмĕл, каламан – ылтăн.
4. Кассан – турпас, калаçсан – сăмах.
5. Ут вĕçренет – тыттарать, сăмах вĕçерĕнет – тыттармасть.
6. Ырă сăмах тутлă апатран лайăх.
7. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет.
8. Çăмаха чăмласа çи, сăмаха шухăшласа кала.
«Эп пуçлатăп – эсир вĕçлĕр» конкурс
1.Килчĕ ырă (çуркунне)
Килчĕ ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене
Хĕл ыйхинчен (вăратса)
2. Тĕттĕм вăрман (чĕрĕлет)
Ешĕл тумтир тăхăнать.
Сеçенхир те ешерет
Илемĕпе (мухтанать).
3.Туйăн хăватне кĕтсе
Пурте вĕçсе (çÿреççĕ)
Килти пĕр чун хуйхине
Пĕртте вĕсем (сисмеççĕ).
4.Куллен-кунах тĕнчене
Хĕвел хĕртнĕçем (хĕртет),
Хуйхă-суйхă кунтан кун
Нарспи чĕрине (çиет).
5.Тулта тĕнче хĕпĕртет,
Тулта тĕнче (йăлтăрать),
Нарспи пуртĕнче йĕрет
Унăн чĕри (çурăлать).
6.Хирти ака айĕнче
Курăк вăш-вăш (йăванать),
Усал хуйхă-суйхăран.
Нарспи пуçĕ (усăнать).
«Тупсăмĕ мĕнле-ши?» конкурс.
1.Вылянатăп ялтăрса
Хĕрлĕн-симĕсĕн-сенкеррĕн.
Тусăм,ил-ха тавçăрса
Эпĕ (асамат кĕперĕ).
2.Куллен тумна та ун çинче,
Сăнна та эс куратăн шĕкĕр,
Ахальтен мар хваттерсенче
Илем курсе ларать çут (тĕкĕр).
3.Пыратăп хăнана
Чĕнме кăна эс тăрăш.
Пур йывăç та мана
Амсанĕ. Эпĕ (чăрăш).
4.Юхĕç манăн юррăмсем
Шыв сасси пек шăнăр-шăнкăр…
Итлесемĕр,тусăмсем,
Сирĕн тусăр эпĕ (шăнкăрч).
5.Ярăнатăп савăнса,
Сирпĕнет юр чĕлтĕр-чĕлтĕр.
Чун юрлать çунатланса
«Вĕлтĕр-вĕлтĕр йĕлме (йĕлтĕр)».
6.Кăн-кăвак ман тутăр,
Хам черченкĕ шутсăр…
Чухламашкăн çеç пĕл
Эп пулатăп (çеçпĕл).
« Тĕрĕс хуравла» конкурс
1.Илемлĕ произведени; çыравçă, композитор, художник ĕçĕ.(Хайлав ).
2.Хайлавра мĕн çинчен каласа кăтартни.(Тема).
3.Пĕр япалана е пулăма тепĕр япалапа е пулăмпа çывхартса, сăнара ăнлантарса кăтартни. (Танлаштару).
4.Икĕ сыпăклă сăвă виçи, унта пусăм иккĕмĕш сыпăк çине укет.(Ямб).
5.Поэтика пуплевĕнче чĕлхен тĕп единици, çыравçăн тĕп ĕç хатĕрĕ.(Сăмах).
6.Сăвă йĕркинчи сыпăксен шучĕ пĕр пек пулни, пусăм пĕр пек ылмашăнса пыни.(Ритм).
«Тĕрĕссине суйла» конкурс.
1.Чăваш литературинчи пĕрремĕш роман авторĕ:
-Мĕтри Юман
-Петĕр Хусанкай
-Ухсай Яккăвĕ
2.Елчĕк районĕнче çуралнă çыравçă:
-Турхан Яккăвĕ
-Куçма Турхан
-Юхма Мишши
3.А.Артемьевăн «Салампи» повеçĕнчи сăнар:
-Шамбулкин
-Шерккей
-Ахтупай
4.Чăваш халăхне икĕ чаплă поэт парнеленĕ ял:
-Сиктĕрме
-Слакпуç
-Кăнна Кушки
5. «Тилли юррисем» сăвăсен ярăмĕн авторĕ:
-С.Шавли
-П.Хусанкай
-Митта Ваçлейĕ
6.И.Яковлев пурăннă çулсем:
-1848-1930
-1940-1922
-1832-1930
«Çак йĕркесен авторĕ кам –ши?» конкурс
1 «Юратрăм эп, хирсем, сире,
Сана та, сĕм хура вăрман!
Нихçан та шухă чĕрере
Ку юрату çухалмĕ ман» (Я.Ухсай).
2. «Васильевшăн ан кулянăр. Васильев маххă памастех. Хăвăр нумай пурăнăр. Мире сыхлăр. Пушар, тĕнче пушарĕ ан тухтăрччĕ тепĕр хут.» (Н.Терентьев).
3. «Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен
Шывсем çинче,çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать.» (К.Иванов).
4. «Пирĕн тус-вăрман,пирĕн кил-тарăн çырма,пирĕн пурнăç-хăтлăхра.» (П.Осипов)
5. «…Çамрăклăх килессе мăн çулпа килет,анчах,пурăнма пĕлмесен,вак çулпа иртсе каять вăл.» (А.Артемьев).
6. «Тавах, анне, çуратнăшăн,
Юрла-юрла сиктернĕшĕн.
Лăпканăшăн, юратнăшăн,
Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн.» (В.Урташ).
«Литература жанрĕсем» конкурс.
Ĕç. Мĕнле литература жанрĕ пирки каланă?
1.Анекдот евĕрлĕ шÿтлĕ кĕске хайлав, тепĕр чухне темиçе сăмах çаврăнăшĕнчен çеç тăрать; тĕпрен илсен вĕсем икĕ çын калаçнă пек йĕркеленнĕ, нумай чухне вĕсене кĕçĕн тата вăтам сыпăксенчи ачасем шухăшласа кăлараççĕ, ку хайлав ытларах шкулпа, вĕренÿпе, ачасен ĕçĕ-хĕлĕпе, вăййи-куллипе, шухăшĕ-ĕмĕчĕпе çыхăннă.(Кулăш).
2.Литературăпа халăх сăмахлăхĕн эпос жанрĕ; унта тĕлĕнмелле те асамлă пулăм паллă вырăн йышăнать, вăл легенда тытăмне, сăнарсен йĕркине, сăнарлăхпа илемлĕх хатĕрĕсене витерсе тăрать. Çак хайлав пурнăçра чăннипех те пулса иртнĕ истории событийĕсем тата халăхăн мухтавлă ывăлĕсемпе хĕрĕсем çинчен каласа парать.(Легенда).
3.Поэзи жанрĕ; çĕкленÿлĕхпе паттăрлăх туйăмне палăртса, çирĕп виçеллĕ темппа, сулăмлă та уçăмлă кĕвĕпе çырнă хайлав.(Марш).
4.Лирика поэзийĕпе музыка жанрĕ, пĕр-пĕр чаплă пулăма е паллă çынна мухтаса çырнă хĕрÿ туйăмлă, çĕкленÿллĕ кĕвĕллĕ хайлав.(Ода).
5.Пысăк калăплă эпика хайлавĕ; унта геройсен кăткăс пурнăçне анлă тапхăрта, нумай енлĕ, туллии сăнарлаççĕ.(Роман).
6.Салхуллă, пусăрăнчăк шухăш-туйăмлă, кĕвĕ-çемĕллĕ хайлав.(Элеги).
7.Çын сăнне кулăшла ÿкерни.(Шарж).
8.Халăхăн е уйрăм çынсен историри ĕç-хĕлне анлăн сăнласа паракан пысăк калăплă литература хайлавĕ (Эпопея).
Куракансем валли хатĕрленĕ конкурс
Ыйтусемпе ĕçсем:
1. «Кушкă ачи» повеçĕн авторĕ.(Тихăн Петĕркки).
2. «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ кам пулнă?(Н.В.Никольский).
3. «Пирĕн вăй», «Вăрман ачисем» , «Чăваш сăмахĕ», « Юншăх»-Çеçпĕл Мишши çырнă хайлавсен пĕр пĕтĕмĕшле ячĕ.(Проза)
4. Спиридон Михайлов çуралнă ял.(Юнкăпуç)
5. Хĕрарăм çыравçă, «Пулас кинсем» роман авторĕ.(В.Элпи)
6. Кам хăйĕн хайлавĕсене пурне те ваттисен сăмахĕсемпе ят панă?(Игнатий Иванов)
Пĕтĕмлетÿсем туни