«Хыпар» - чăваш халăх хаçачĕ.

Тĕллевĕсем: 1) «Хыпар» чăваш халăхĕн чи сумлă хаçачĕсенчен пĕри пулнине,

                        хаçат страницисенче Чăваш çĕршывĕн, чăваш халăхĕн историри

                        кун-çулĕ туллин çырăнса юлнине, çавăн пекех халăх культурине,

                        чĕлхине чĕртсе тăратас, упрас тата малалла аталантарас тĕлĕшпе

                        пысăк ĕç тунине палăртасси;

                         2) ачасен шухăшлавне, творчество пултарулăхне аталантарасси;

                         3) вĕренекенсене  патриотизмла воспитани парасси.

 

Усă курмалли хатĕрсем: Артемьев Ю.М. Ĕмĕр пуçламăшĕ: Ш., 1996

                        Чăваш литературин историйĕ (1900 – 1922): Ш.,2003

                         Петров К.К. «Хыпар» никĕслевçи: Ш., 1996

                        Хыпарçăсем. Н.В.Никольский тата «Хыпар» хаçат кун-

çулĕпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксен пуххи: Ш.,1996

                        Денисов П.В. Хыпарçăсем: Ш., 1961

                        Хыпар. Парне-кăларăм. 1992, кăрлач, 21

                        Хаçат вăл – халăха çутă пани. – Тантăш, 6-мĕш №, 1996

 

                         

I. «Хыпар» - чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ (вĕрентекен сăмахĕ)

            Кашни çынна пурнăçра хыпар-хăнар сывлăш пекех кирлĕ. Мĕн те пулин пĕлмесĕр-илтмесĕр юлсан, çын хăйне тем çитмен пек туять. Ырă хыпар

илтсен этем савăнать, усал хыпар вара хурлантарать.

            Йывăрпа çуралнă чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ. Пирĕн малтанхи çыравçăсенчен пĕри Иван Николаевич Юркин 1899 çултах «Пулхар» ятлă хаçат кăларасшăн пулнă. Анчах çак ĕçе чарса лартнă.

            1906 çулхи кăрлач уйăхĕнче Хусанта «Хыпар» хаçат тухма пуçлать. Чăваш халăхĕ валли Н.В.Никольский пĕрремĕш хаçат кăларма пуçлать, хăех редакцилет, хăйĕн укçипе хаçатăн 22 номерне пичетлет. Николай Васильевич Никольский ячĕ чăваш халăхĕ хушшинче «Хыпар» хаçат кăларма тытăнсан анлă сарăлнă. Вăл чăвашсен чи малтанхи профессорĕ, наука ĕçченĕ, чăвашсен пĕрремĕш хаçатне никĕслекенĕ, этнограф, учёнăй-энциклопедист, паллă историк, общество деятелĕ.

            1906 çулхи кăрлачăн 8 (21)- мĕшĕнче пин те пилĕк çĕр экземпляр «Хыпар» хаçат тухнă. Хаçат эрнере пĕрре (вырăс эрни кун) тухнă. Чăваш ялĕсенче саланнипе пĕрлех «Хыпар» Мускавпа Петербург университечĕсене, Лондона, Парижа, Рима, Будапештпа Софийăна, Стамбулпа Филадельфи хулисене çитет.

 

II. «Хыпар» хаçат çинчен хатĕрленĕ материалсене малтанах ачасене валеçсе панă. Вĕсемпе вĕренекенсем паллаштараççĕ:

            1. «Хыпар» - чăваш халăх хаçачĕ.

            2. «Хыпар» - чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ.

            3. Н.В.Никольский тата «Хыпар» хаçат.

            4. Хыпарçăсен пултарулăхĕ:

                        а) М.Акимов;

                        ă) Тайăр Тимкки;

                        б) Н.И.Полоруссов-Шелепи;

в) Турхан Яккăвĕ.

            5. «Хыпар» хаçат кăларăмĕсем.

 

III. «Хыпар» - чăваш халăх хаçачĕ» темăпа хатĕрленĕ литмонтажа калама 8 вĕренекен хутшăнать.

 

1вĕренекен: «Хыпар» - атте! Кĕрекере

                        Паян яш пек ларан.

                        Килтен киле пин çул çÿре

                        Яланхи пек çуран! (Г.Айхи)

 

2 вĕренекен:Эс вутра çунман, шывра путман

                        Кĕрешÿçĕ, халăхшăн «Хыпар».

                        Кунсерен пĕр шиксĕр çамрăклан.

                        Пул татах та вăйлăрах, хастар,

                        Чăваша чăвашлăх, вăй хуштар.

 

3 вĕренекен: 1906 çулхи январĕн 8-мĕшĕ. Хусанта чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ           

                        «Хыпар» ятпа тухма пуçлать. Ăна пуçарса яракансем халăха çутта кăларас, халăх хушшинче усăллă пĕлÿсем сарас тесе тăрăшакан çынсем пулнă. Эрнере пĕрре тухса тăнă «Хыпар» вулакансене çĕршыври лару-тăрупа, çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарнă, ялпа хула çыннисене хумхантаракан самана ыйтăвĕсене çутатса панă, кулленхи пурнăçра халăха кирлĕ, усăллă пĕлÿсем сарнă, ĕççыннисен хăйсен хуйхи-суйхи çинчен  калакан çырăвĕсене пичетлесе пынă, халăх пурнăçĕпе шухăш-ĕмĕчĕсене сăнласа паракан очерксемпе калавсем, юрă-сăвăсем пичетлесе кăларнă.

 

4 вĕренекен: Ку вăхăтра Атăл тăрăхĕнче тутарсен «Азат» («Ирĕклĕх»), «Эль- Ислах» («Реформа») ятлă хаçатсем тухса тăнă. «Хыпар» хаçат Хусанта эрнере пĕрре (вырăс эрни кун) тухнă. Чăваш ялĕсенче саланнипе пĕрлех «Хыпар» Мускавпа Петербург университечĕсенче, чикĕ урлă каçса Лондон, Париж, Рим, Будапешт, София, Константинополь, Филадельфи хулисенчи ăслăлăх çурчĕсене çитмелле пулнă.

 

5 вĕренекен: Ак, Хусанта «Хыпар» пичетленет:

                        Чи малтанхи чĕкеç вĕçсе çитет

                        Çĕрпÿ, Кавал та Етĕрне енне, -

                        Хаçат вуланă май çын тĕлĕнет:

                        Чăваш сăмахĕ те çут тĕнчере

                        Çут çăлтăрăн вăй выляса тăрать, -

                        Пуплевленсе кашни киле кĕрет,

                        Куçа уçма та пурăнма йыхăрать. (Г.Ефимов)

 

6 вĕренекен: «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерне кăларас умĕн унăн никĕслевçи Н.В.Никольский ырми-канми ĕçленĕ. П.В.Денисов профессор хыпарçăсем чăваш культурине ÿстерессишĕн чунне парса тăрăшнине палăртнă. «Вĕсенчен юлнă творчество пурлăхĕ чăваш халăхĕн наци культурин пуянлăхĕ шутланать», - тенĕ вăл.

 

7 вĕренекен: Хусанăн хÿмисем çумне

                        Пуласлăх хăпаратчĕ куçăн,

                        Çунатланса вĕçетчĕ чунçăм

                        Часах тухасшăн ун çулне.

                        Паян çав кун çывхарчĕ мар-и?

                        Мĕн пур Тăван çĕршывăм тăрăх

                        Янрать чăваш ăс-хакăлĕ хурçăн.

                        Эппин – шăтрех, сая каймарĕ

                        Эпир акса хăварнă вăрлăх.

                        Тавсси, профессор! Тайăн пуçăм! (П.Хусанкай)

 

8 вĕренекен: Н.В.Никольский чăваш халăхне çутта кăларма, унăн культурине                        ÿстерме, ăс-хакăлне пуянлатма нумай вăй хунă, чăвашла хаçат кирлине лайăх ăнланнă.

 

1 вĕренекен: Профессор та философ, ыр чĕлхеçĕ

                        Никольский ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ.

                        Унран яш-кĕрĕмсем халь вĕренеççĕ,

                        Ун ĕçĕнче чăваш малашĕ курăнать. (Г.Ефимов)

2 вĕренекен: «Хаçат вăл – халăха çутă пани», - тенĕ Н.В.Никольский. Халăха

                        çутта кăларас тĕлĕшпе хаçат малтанхи тапхăртах çĕр чăмăрĕ, хĕвел системи, çĕр çинчи пурнăç мĕнле пуçланса кайни çинчен çине-çинех статьясем пичетленĕ.

3 вĕренекен: Хаçат сасси – чăваш кун-çулĕ

                        Вăл тÿснĕ терт, вăл курнă шар

                        Ĕçре тусассăн ăнăçулăх

                        Пĕрле эс пулнă юнашар.

                        Эппин, кашни киле эс çит,

                        Çынсемшĕн ырă йĕр хăвар,

                        Халăх хавалĕ, канашçи –

                        Тăван хавалĕ, канашçи –

                        Тăван хаçатăмăр «Хыпар». (А.Аслут)

4 вĕренекен: Тăванран тăван хаçат

                        Çăл куç пек чуна уçать.

                        Чĕрере чăвашлăх хĕмĕ

                        Ыррăн çуталма пуçлать. (П.Афанасьев)  

5 вĕренекен: «Хыпар» хаçата пуçарса яракансем – чăвашсен паллă

                        çыравçисемпе журналисчĕсем – ырми-канми тăрăшнă. «Хыпар» хаçат тавра пĕтĕçнĕ çамрăк çыравçăсен йышĕнче – М.Ф.Акимов, Т.С.Семёнов (Тайăр Тимкки), Н.И.Шелепи, Н.В.Шупуççынни, Г.А.Кореньков, Я.В.Турхан, Д.А.Демидов (юлташ), С.С.Сорокин, Ваççа Аниççи т. ыт. те пулнă.

6 вĕренекен: Ирсерен пулсан «Хыпар»,

                        Ним те урăх кирлĕ мар.

                        «Хыпара» вуланă хыççăн

                        Кунĕпех çÿреп хастар. (П.Афанасьев)

7 вĕренекен: Вĕр-çĕн хыпар вăл пĕлтерет,

                        Таçти çĕре те çитерет.

                        Тем-тем тума та вĕрентет,

                        Хăш чух вăл култарса илет. (Г.Белов)

8 вĕренекен: Кил-йышĕ пĕчĕк мар хаçатăн :

                        «Çуратнă» пилĕк ачине,

                        Çумма лартса – вăл калаçать те

                        Парать йăлтах хăй ăшшине. (Г.Кузнецов)

 

1 вĕренекен: Ыр ĕçÿпе куллен

                        Эс савăнтар «Хыпар».

                        Пĕрмай çÿлтен çÿле

                        Ху ятупа хăпар.

2 вĕренекен: «Хыпар» - чăваш халăхĕн юратнă хаçачĕсенчен пĕри. Часах

                        «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 100 çул çитет. Вăл «Канаш»,

«Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавĕ» ятсемпе тухса тăнă. «Хыпар» тăваттăмĕш хут хăйĕн малтанхи ятне тавăрнă. Паянхи кун «Хыпар» - Чăваш Республикинчи хаçатсенчен чи нумай тиражли.

3 вĕренекен: Раççей мухтавĕ –Чăваш ен

                        Малтан мала утать куллен!

                        Епле хастар ун çыннисем!

                        Вĕсем çинчен пĕлес тесен

                        Тăванăм, эсĕ тепĕр çул

                        «Хыпар» хаçатăн тусĕ пул! (Г.Кузнецов)

4 вĕренекен: Чĕререх тытар-и, тăвансемĕр,

                        Купăрля чăвашĕн çут пилне:

                        «Хыпара» час-час алла илсемĕр, -

                        Кĕтĕр вăл кашни чăваш килне!

 


 

IV. Компьютерпа слайд тăрăх «Хыпар» хаçат кун-çулĕ çинчен пăхасси. Çырнине

      сасăпа вуласа пыратпăр.

                                                                                                         

 

                                                                                          1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче  Хусанта чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар»   ятпа тухма пуçланă. Хаçат эрнере пĕрре тухнă. Чăваш   ялĕсенче саланнипе пĕрлех

«Хыпар» Мускавпа Петербург университечĕсене,   чикĕ урлă каçса Лондон,   Париж, Рим, Будапешт,    София, Константинополь, Филадельфи хулисенчи ăслăлăх çурчĕсене çитмелле пулнă.  

 

                                    

                       

 

                            

 

 

 

 

 

 

 

 


 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

                                          Профессор та философ, ыр чĕлхеçĕ

       Никольский ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ.

       Унран яш-кĕрĕмсем халь вĕренеççĕ,

       Ун ĕçĕнче чăваш малашĕ курăнĕ. (Г.Ефимов)

 

 

            Чăваш халăхĕн пултаруллă, талантлă ывăлĕсенчен пĕри – Николай Васильевич Никольский. Вырăс наукипе культурин паллă ĕçченĕ, чăваш хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕ – издателĕ, революцичченхи профессора тухнă пĕрремĕш чăваш, пĕтĕм ĕмĕрне Атăл тăрăхĕнчи халăхсен историне, этнографине, фольклорне тата чĕлхине тĕпчесе ирттернĕскер, чăвашăн историйĕпе ăслăлăхĕнче, искусствинче уйрăмах тарăн йĕр хăварнă.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

            «Хыпар» хаçатра хура халăх çинчен кăларнă законсем, патшалăхра халĕ пулакан ĕçсем, вырăс халăхĕн тата ытти халăхсен пурнăçĕ, ют патшалăхсем, ялта пÿрт-çурт тытса тăрасси тата урăх ĕçсем, суту-илÿ хыпарĕсем, шкулсем, халăхпа е приходпа тумалли ырă ĕçсем, чăвашсем, вырăссем тата ытти халăхсем çырнисем, çĕнĕрен тухнă кĕнекесем çинчен çырнине асăрхама пулнă.

            «Хыпар» хаçат çумĕнче кĕнекесем те кăларнă. Вĕсен шутĕнче – «Пурне те кирлĕ япаласем» брошюра. Тĕрлĕ танлаштарусемпе çырнăскер, вăл Хусанта 1906 çулта тухнă.

 

 

                                                 Н.В.Никольский – «Хыпар» никĕслевçи

(1878 – 1961)

                                                                                             

                                                           Н.В.Никольский 1878 çулхи çу

уйăхĕн 7 (19)-мĕшĕнче Чăваш Республикин Муркаш районне

кĕрекен Купăрля ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тĕн семинарийĕнче тата академийĕнче вĕреннĕ тата вĕрентнĕ. Паллă историк, этнограф, общество деятелĕ, истори наукисен докторĕ, Хусан университечĕн профессорĕ. Атăлçи вак халăхсен союзĕн йĕркелÿçи тата пĕрремĕш председателĕ, Тухăç халăхĕсен Хусанти пĕрремĕш директорĕ, Хусан кĕпĕрнин земство управин председателĕ.                                                                      

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 «Хыпар» хаçат кăларăмĕсем

 

       

 


 

 

 

 


 

Хаçат вăл – халăха çутă пани

 

 

           

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Чăваш халăхĕ çине çутă ярасшăн пулнă «Хыпар» никĕслевçи Н.В.Никольский. Çав тĕллевпе уçнă та ĕнтĕ вăл «Хыпар» хаçата. Ум сăмахне, хаçатăн тĕп тĕллевне палăртса çапла çырнă: «Пирĕн те, чăвашсен, хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ, хамăрăн начар пурнăçа аванлатасчĕ».

            Çак номерĕн пĕрремĕш страници валлиех тĕп редактор «Николай Иванович Ильминский» ятлă статья çырать, унăн вырăс мар халăхсене çутта кăлармалли системине ырлать.

 

 

 

 

 

 

 

Вĕсен сăваплă ячĕсемпе çутă сăнарĕсем

ĕмĕр-ĕмĕрех чăваш халăх асĕнче упранĕç

 

 

Малтанхи «Хыпар» хаçатăн редакторĕсем пурте тенĕ пекех учительсем пулнă.

 

 

 

Сергей Кириллович Кириллов –               Сидор Игнатьевич Игнатьев –

«Хыпар» хаçатăн иккĕмĕш                          «Хыпар» хаçатăн виççĕмĕш

редакторĕ. 1906 çул.                                    редакторĕ. 1906 çул.

 

 

 

 

 

 

 

Хыпарçăсем


 

           

 

 

 

 

 

     

 

 

Иван Николаевич                   Тайăр Тимкки                            Михаил Фёдорович

            Юркин                                    (1889 – 1916)                                     Акимов

       (1863 – 1943)

   1906 çулта Хусанта                     «Хыпар» хаçатăн                      М. Акимовăн «Хыпар»

тухма тытăннă «Хыпар»      малтанхи номерĕсенче          хаçатра «Хальхи кунсем»,

хаçатра вăл халăхăн              Тайăр Тимккин «Пурнăç     «Тĕлĕнмелле»

кулленхи пурнăçĕ                 çути», «Çутта тухасчĕ»,        хайлавĕсем пичетленнĕ.

çинчен калакан                     «Çăлăнăç», «Чаплă               

хăш-пĕр очеркĕсемпе           вилĕм юрри» сăввисем,

калавĕсене пичетленĕ.        «Эрех сиенĕ» тата

                                               «Выçлăх çулĕ» калавĕсем

                                               пичетленнĕ.


 

 

Гурий Комиссаров               Турхан Яккăвĕ                                  Николай Шелепи

      (Вантер)                           (1874 – 1934)                              (1881 – 1945)

   (1883 – 1869)

Г.Комиссаровăн                   Турхан Яккăвĕ -                    Н.И.Полоруссов-

хăш-пĕр сăввисем            куçаруçă, ăста сăвăç.                  Шелепи – чăваш

«Хыпар» хаçатра              Унăн «Варуççи» поэми             халăх сăвăçи. Унăн

пичетленнĕ.                     чи малтан «Хыпар»                   «Çĕлен» сăвви «Хыпар»

                                          хаçатра тухнă.                            хаçатра пичетленнĕ.


 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Пĕр тăван Таланцевсем Етĕрнере тип çу тата спирт завочĕсем тытнă. Зиновий Михайлович Таланцев вуншар чăваша «Хыпар» хаçат çырăнса панă. Хаçат çумĕнче хăй укçипе чăвашла пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Утту çăмăл пултăр, «Хыпар»!

 

            Чăваш журналистики  «Хыпар» хаçатран пуçланса кайнă.

Çак хаçат Хусанта 1906 – 1907 çулсенче, çулталăк çурă хушшинче, пурĕ 65 номер тухнă.

            1917 çулхи майăн 1-мĕшĕнче чăваш интеллигенцийĕ «Хыпар» хаçата Хусантах çĕнĕрен кăларма пуçлать. Вăл çак ятпа 1918 çулхи февралĕн 23-мĕшĕччен тухать. Унăн калăпланă черетлĕ тепĕр номерне (февралĕн 28-мĕшĕнче) заголовокне улăштарса «Канаш» ятпа кăлараççĕ.

            «Канаш» 1937 çулхи сентябрьте «Чăваш коммуни» ят илнĕ. 1952çулта «Коммунизм ялавĕ» пулса тăнă.

            1991 çулхи августăн 30-мĕшĕнче хаçат хăйĕн чи малтанхи ятне йышăннă.

 

V. Урокра мĕн çинчен калаçнине пĕтĕмлетме тест ирттересси.

           

1. «Хыпар» хаçат хăçан тухма пуçланă?

            а) 1905 çулхи январĕн 21-мĕшĕ

            ă) 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕ

            б) 1899 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕ

 

2.  «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ кам пулнă?

            а) Николай Васильевич Никольский

            ă) Сидор Игнатьевич Игнатьев

            б) Сергей Кириллович Кириллов

 

3.  «Хыпар» хаçат ăçта тухма пуçланă?

            а) Шупашкарта

            ă) Хусанта

            б) Чĕмпĕрте

 

4.  «Хыпар» хаçат хăй ĕмĕрĕнче мĕнле-мĕнле ятсемпе тухнă?

            а) «Канаш», «Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавĕ»

            ă) «Сывлăх», «Чăваш коммуни», «Тантăш»

            б) «Чăваш хĕрарăмĕ», «Капкăн», «Кил-çурт, хушма хуçалăх»

 

5.  «Хыпар»хаçатăн хушма кăларăмĕсене палăртăр:

            а) «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Крим»

            ă) «Тантăш», «Самана», «Урал сасси»

            б) «Сывлăх», «Ялав», «Капкăн»

 

6. Чăваш Республикинче пичетленсе тухакан хаçатсене калăр:

            а) «Самана», «Вучах», «Паянтан»

            ă) «Чухăнсен сасси», «Чăвашьен», «Аван-и»

            б) «Хыпар», «Тантăш», «Крим»

 

7. «Хыпар» хаçатăн паянхи редакторĕ кам?

            а) Гавриил Фёдорович Алюнов

            ă) Тимофей Николаевич Николаев

б) Алексей Петрович Леонтьев

 

8. «Хыпар» хаçатра пичетленекен авторсене калăр:

            а) Денис Гордеев, Раиса Сарпи, Валерий Туркай

            ă) Людмила Сачкова, Анатолий Тимофеев, Юрий Листопад

            б) Пур хуравĕ те тĕрĕс

                                                                                                                        вверх

Hosted by uCoz